14 августа 2009 г.
Çурла уйăхĕн 11-мĕш кунĕ Канаш тăрăхĕшĕн малашне хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ кун пулса юлĕ. Çурçĕр Кавказ территоринчи хирĕçÿсене хутшăннисен Чăваш Республикинчи ветерансен союзĕн Канаш хулипе районĕнчи обществăлла организацийĕ 1998 çулта сÿннĕ ырă йăлана, Çурçĕр Кавказри çапăçусенче пуç хунисене асăнмалли куна, çĕнĕрен чĕртрĕ. Çав çапăçусене районпа хулан 200 яхăн çамрăкĕ хутшăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ каялла чĕрĕ таврăнайман.
Асăну митингĕ воин-афганецсене, вĕри «точкăсенче» вилнĕ ентешсене асăнса лартнă монумент умĕнче иртрĕ. Унта çар хирĕçĕвĕсене хутшăннă воинсене, Чечняра пуçĕсене хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕсене чĕннĕ. Митинга обществăлла организаци ертÿçи Е. Соколов уçрĕ.
– Ку çĕнĕрен йĕркеленнĕ организацин пĕрремĕш митингĕ. Паян эпир пĕрлехи çар тăванлăхне, тус-юлташсен ăшшине туяс, паянхи куна пурăнса çитеймен, пурнăçĕсене Тăван çĕршыв пĕрлĕхĕшĕн панă ентешсене аса илес, асăнас тĕллевпе пухăнтăмăр, – терĕ Евгений Викторович.
Митингра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов, хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ И.Мингалеев, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ А. Наймушин, Чечен вăрçине хутшăннă А.Гарифуллин тухса калаçрĕç. Хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн кадечĕсем паттăрлăх юррисем юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Е.Соколовпа Паттăрлăх Орденĕн кавалерĕ А. Дмитриев обществăлла организацин хăш-пĕр членĕсен хастарлăхне Хисеп хучĕсемпе палăртрĕç.
Монумент умне хĕрлĕ чечексем, кăшăлсем хучĕç. Çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене пĕр минут шăп тăрса хисеп турĕç.
А. ВИТАЛЬЕВ.