АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔР АКИНЕ ТУХАÇÇĔ

14 августа 2009 г.

Тыр-пул пуссисем пушанса пыраççĕ. Кĕçех вырмана кĕр аки улăштарĕ. Çак кунсенче «Ямашевское» агрофирмăра пултăмăр. Уй-хирте ĕç вĕресе тăрать тесен те тĕрĕс. Пĕр уйĕнче хальхи вăхăтри хăватлă «Сампо» тата «Кейс» комбайнсем çуртрисене вырса çапаççĕ. Тепĕр лаптăкра тракторсем кĕр аки валли çĕр хатĕрлеççĕ. Ĕç шавĕ пĕр самант та лăпланмасть.

«Ямашевское» агрофирмăра кĕрхи тĕш тырă культурисене 300 гектар çинче çитĕнтернĕ, çуртрисем 286 гектар йышăнаççĕ. Кĕрхи тырăсене пуçтарса кĕртнĕ, эпир хуçалăхра пулнă чухне комбайнсем юлашки гектарсем çинче ĕçлетчĕç. Хуçалăхра 1 гектартан пухса илнĕ вăтам тухăç паянхи кун 24 центнерпа танлашать, «Победит» хуçалăхра – 28 центнер, «Пинерте» – 60 центнер (ыраш), Киров ячĕллĕ хуçалăхра, «Мотор» агрофирмăра – 30 центнер, «Канаш» АСКра – 42. Çÿлерех асăннă комбайнсем ямашсене пулăшма «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕхрен килнĕ.

«Сеспельское» ООО хăй 1900 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах тухăç шайĕ лайăх пулнине палăртрĕç район ертÿçисем.

«Ку вăхăт тĕлне пĕлтĕр 200 гектар кăна вырнăччĕ, кăçал вырма ĕçĕсем хăвăртрах пулса пыраççĕ. Тыр-пул пуссисен лаптăкĕ те пĕлтĕрхипе танлаштарсан палăрмаллах пысăк. Çурхи культурăсене каярах акнă хуçалăхсенче кăна тырă пиçсе çитеймен. Вăхăтра акнисен тухăçĕ те пысăк, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров. – Кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 14440 гектар йышăнчĕ (пĕлтĕр 13429 га). Çуркунне 2234 гектар хальччен «ĕçсĕр» выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Кăçал тата 3975 гектар хальччен сухаланмасăр выртнă лаптăка ĕçе кĕртмелле. Пĕлтĕр Çеçпĕл, Ямаш, Карăклă тăрăхĕсене инвесторсем килни районти ял хуçалăх аталанăвне пысăк витĕм кÿчĕç. Çĕрсене сухаласа хута ячĕç, çĕнĕ технологипе, çĕнĕ техникăпа ĕçлеççĕ. Çавăнпа тухăç та, тупăш та лайăх илчĕç. Усă куракан çĕрсене апатлантарса пулăхлатрĕç, çум-курăкран тасатрĕç. «Сеспельское» хуçалăхра, сăмахран, 1900 гектар çĕр çинче 7 çын ĕçлет...».

Çĕр хатĕрлессипе «Сеспельское», «Пинер», «Канаш», «Победит», Киров ячĕллĕ, «Цивиль», «Мотор», «Хучель» хуçалăхсем аван ĕçлеççĕ. Районĕпе ĕнерхи кун тĕлне пĕтĕмпе 4500 гектар çĕр хатĕрленĕ. «Мария», «Нектар», «Мотор» хуçалăхсем акана тухма хатĕр. Кĕрхисене 7220 гектар çинче акса хăварма палăртнă.

Юнкун районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынине Чăваш патшалăх телерадиокомпанин журналисчĕсем ÿкерсе илчĕç. Унпа «Чăваш Ен. Çĕнĕ хыпарсем» кăларăма пăхсан паллашма пултаратăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика