АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН ЯЧĔПЕ ÇĔКЛЕННĔ ЧĂВАШ ЯЧĔ

26 декабря 2008 г.

2008 çулта Çĕнĕ Чалкасси вăтам шкулĕнче тем тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Юбилей хыççăн юбилей, хăна хыççăн хăна – канăçа пĕлмесĕр кĕрлерĕ кăна шкул. Чăваш халăхĕшĕн, унăн ас тăвăмĕшĕн пĕлте-рĕшлĕ пулăмсене яланах анлăн палăртаççĕ. Ку енĕпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Семенова уйрăмах нумай вăй хурать. Хăй мĕн пĕлнине вĕрентекенсем патне çитерес тесе вăл яланах пуян тематикăллă мероприятисем ирттерет.

Раштавăн 20-мĕшĕнче шкулта И.С.Максимов-Кошкинский 115 çул, Тани Юн 105 çул тултарнине паллă туса «Тĕнче шайне çĕкленнĕ ятсем» ятпа литература каçĕ иртрĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем, Т.Аввакумова, К.Дмитриева, В.Егоров Максимов-Кошкинский кун-çулĕпе утса тухнă май унăн пултарулăхне пур енлĕ тишкерме тăрăшрĕç. Ун тивлечĕпе чăваш театрĕ çуралнă, «Чăвашкино» студи йĕркеленнĕ. Вăл – драматург, режиссер, куçаруçă, актер. Ăна пурнăçра та, ĕçре те хавхалантарса, пулăшса пыраканĕ мăшăрĕ – Татьяна Степановна (Бурашникова) Максимова-Кошкинская пулнă.

«Тани Юн – чуна мухтакан, тĕрĕслĕхпе тÿр кăмăллăха ĕнентерекен-çĕклекен чĕрĕ палăк», – тесе çырнă ун пирки Кирилл Кириллов тĕпчевçĕ. Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси хăйĕн ятне Раççей, Европа таран çĕклеме пултарнине уçса пама тăрăшрĕ Çĕнĕ Чалкасси ял библиотекин заведующийĕ И.Терентьева.

Шкул библиотекарĕ К.Петрова икĕ чăваш çăлтăрĕ калăпланă рольсем çинче чарăнса тăчĕ. Театр драматургипе харăс аталанать, çавăнпа чăвашсен малтанхи драматургĕ Г.Комиссаров ятне те литература каçĕнче асăнмасăр хăвармарĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Ю.Иванова чăваш драматургине никĕслекенĕн малтанхи ĕçĕсемпе (пьесисемпе) паллаштарчĕ.

И.ТЕРЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика