26 декабря 2008 г.
Район больницин тĕп врачĕнче нумай çул ĕçленĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ. СССР тава тивĕçлĕ врачĕ Ф.Г.Григорьев чăваш халăхĕн хисепне, тавне чăннипех тивĕçлĕ. Нумаях пулмасть Çеçпĕлти культура çуртĕнче мухтавлă ентешĕмĕре халалланă «Инкеклĕ телей» спектакль лартрĕç. Пьеса авторĕ – пирĕн ентеш, Кайăкьялĕнче çут тĕнчене килнĕ Н. Григорьев. Вăл та тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ.
Спектакле Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн артисчĕсем хатĕрленĕ. Вĕсем Фирс Григорьевичăн йывăр ачалăхне, çывăх тăванĕсен, ашшĕ-амăшĕн шăписене пурнăçри пек сăнласа пама тăрăшрĕç. Çакăншăн куракансем вĕсене хыттăн алă çупса тав турĕç. Артистсем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн Э.Александровăн ăшă сăмахĕсене те илтрĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ.