26 декабря 2008 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнчи ревизи комиссийĕ район администрацийĕн финанс пайĕпе пĕрле Шăхасанти «Физкультурăпа спорт комплексĕ» муниципаллă учрежденинче тупăшсемпе тăкаксен сметисене мĕнле хатĕрленине тата пурнăçланине, бюджет укçи-тенкипе тата пурлăхĕпе тĕллевлĕ тата эффективлă епле усă курнине тĕрĕсленĕ.
Комисси ĕçне Е.Яковлева ертсе пынă, членĕсем – В.Андриянов депутат, финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Камалтдинова, Т.Тихонова специалист-эксперт. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупăшсемпе тăкаксен сметисене тĕрĕс хатĕрлес, ĕç укçине тĕрĕс палăртас, ĕçшĕн тÿлемелли укçапа тĕллевлĕ усă курас, предпринимательство тата ытти ĕçсенчен пырса кĕнĕ укçа-тенкĕне пĕлсе расхутлас, организацисемпе килĕшÿсем тĕрĕс тăвас ыйтусене хускатнă.Тĕрĕслев вăхăтĕнче çитменлĕхсем тупăнман.
Т.ВЛАДИМИРОВА район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.