АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТУРАН КУРАЙМАНЛĂХ ПАТНЕ…

24 октября 2008 г.

Веран шăпи çавăн пек пулать тесе никам та шухăшламан. Вĕрентекенсен çемйинче çитĕннĕскер ăс-тăнĕпе те, пултарулăхĕпе те, хăйне тытма пĕлнипе ыттисенчен уйрăларах тăратчĕ. Сăн-питрен те çут çанталăк кÿрентермен ăна: яштака пÿ-силлĕ, çинçе пилĕклĕ, хуп-хура çÿçлĕ, "çĕмĕрт" куçлă. Апла пулин те Вера каччăсене çывăха ямастчĕ.

"Малтан пĕлÿ илмелле, ĕçе вырнаçмалла, кайран вара куç курĕ унта", – тетчĕ. Шупашкарта пĕр аслă шкултан экономиста вĕренсе тухсассăн вăл пысăк çĕре ĕçлеме вырнаçрĕ. Хăйĕн ĕçне питĕ килĕштеретчĕ вăл. Каçсерен ĕçре ларатчĕ, канмалли кунсенче те хут ĕçĕпеччĕ. Хĕр тусĕ Надя ăна Сашăпа паллаштарман-тăк вăл ĕç ăшнех путатчĕ-и; Саша та Вера пекех служащисен çемйинченччĕ. Çур çул чиперех çÿрерĕç вĕсем. Анчах пĕррехинче Вера кĕтмен хыпар пĕлчĕ. Саша авланнă-мĕн. Надьăна качча илнĕ. Хăйне хĕр тусĕпе савнийĕ сутнине питĕ йывăррăн тÿссе ирттерчĕ вăл, юратнă ĕçĕпе кăна йăпанчĕ. Туссем те çукрахчĕ унăн. Ашшĕпе амăшĕ те хуларан аякра вырнаçнă ялта пурăнаççĕ... Никампа чуна уçса калаçаймастăн. Пĕлĕшсем тĕл пулсан та: "Ĕçсем мĕнле;" – тесе кăна ыйтма пуçларĕç. Амăшĕ хĕрне: "Хĕрĕм, ĕçпе кăна пурăнмалла мар, çемье пирки те шухăшлама вăхăт", – тесен хĕрĕ тарăхсах кайрĕ. Кун пирки тек нихăçан та ан калаç", – терĕ. Тĕрĕссипе, Вера Саша хăйне улталанине каçарма пултараймарĕ. "Ман çуррин çуррине тăман хĕре качча илчĕ", – тесе шухăшлатчĕ вăл. Юлашки çулсенче тата ытларах чĕмсĕрленчĕ Вера. Ним çукранах тарăхма пуçларĕ. Яланах кăмăлсăрччĕ вăл. Унăн чунне темĕнле хурт кăшланăн туйăнатчĕ.

Нумаях пулмасть: "Вера тек ĕçлемест, килте ларать", – тенине илтрĕм. Психика енчен сывах мар-мĕн вăл. Чылай вăхăт больницăра сипленме тивнĕ мĕскĕне...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика