АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇАÇÇĔ, ÇАПĂÇАÇÇĔ, ХĔНЕÇÇĔ

24 октября 2008 г.

Иртнĕ эрнери оперативлă сводкăра пĕр-пĕринпе тÿпелешни, кама та пулин хытах хĕнесе пĕтерни нумай вырăн йышăнать.

Вăрăмпуç ялĕнчи пĕве хĕрринче Улатăр районĕнчи Атрать ялĕнче тĕпленнĕ хĕрĕх çулти арçын пĕр харăсах çул çитмен икĕ çамрăка унтан-кунтан çапкаласа пĕтернĕ. Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан 37 çулти хĕрарăмăн пит-куçне килĕнчех Чулкăмакари палланă арçынни кăвакартса пĕтернĕ. Çак хĕрарăмăн еркĕнне те унтан самаях лекнĕ. Унăн янах шăмми хуçăлнă, пит çăмарти хытах суранланнă. Инкек тÿснĕ арçынна васкавлă медицина пулăшăвĕн машинипе больницăна леçнĕ. Анаткас Татмăш ялĕнче пурăнакан 32 çулти хĕрарăма пуçран, кăкăртан медицина пулăшăвĕ памаллах амантса пĕтернĕ. Ăна пĕрле пурăнакан арçын тÿпеленĕ. Çак фактпа уголовнăй ĕç пуçарма шутлаççĕ. Больницăна Хучел ялĕнче пурăнакан 18 çулти каччăна илсе пынă. Вăл самаях ÿсĕр пулнă, унăн çурăм шăмми хуçăлнă. Ăна 42 çулти тетĕшĕ хĕненине пĕлме май килнĕ.

Вăтăралла çывхаракан хĕрарăм Шăхасанти магазинсенчен пĕринче ĕçленĕ. Çакскер 100269 тенкĕлĕх растрата тунă. Çакăн пек мĕнле пулса тухнипе следователь интересленет.

Пулаççĕ вĕт-ха çавăн пек çынсем çĕр çинче. Ямпах ялĕнче пурăнакан вăтам çулсенчи арçын хула пасарĕ çывăхĕнче сакăр вунна çывхаракан амăшне тата Канашри Кооператив урамĕнче пурăнакан 52 çулти пиччĕшне вĕлерессипе хăратса пĕтернĕ. Çак ĕçе хулан шалти ĕçсен пайне ярса пама палăртнă.

Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче каçхине 6 сехет иртсен хĕрĕх çулти хĕрарăма автомашина çапса хăварнă. Вăл самантрах инкек пулнă вырăнтан çухалнă. Суранланнă хĕрарăма медицина пулăшăвĕ панă хыççăн килне янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика