24 октября 2008 г.
Паянхи кун тĕлне пирĕн районта пурăнакан 57 гражданин СССР гражданинĕн паспортне Раççейĕннипе улăштарман. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: йывăр чир, укçа çукки, ватлăх, тĕн витĕмĕ тата ытти те. Тĕн сĕмне пула кивĕ паспорта çĕннипе улăштарманнисене ăнлантарса паратпăр.
Пĕтĕм Раççей Патриархĕ хăйĕн паспортне ылмаштарнă, 1995, 1996 çулсенче Раççей паспортне патриархи те, Генеральнăй прокуратура та, Юстици министерстви те çирĕплетнĕ. Пирĕн районти Православи чиркĕвĕсенче ĕçлекенсем, вĕсен çемйисен членĕсем паспорчĕсене хăй вăхăтĕнчех çĕннипе улăштарнă.
Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче çÿлерех асăннă паспорт (кивви) хăйĕн вăйне çухатасси çинчен документ хатĕрлет. Çав документпа килĕшÿллĕн паспорчĕсене ылмаштарманнисене 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф параççĕ. Çавăн пекех вĕсем Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп прависемпе усă кураймаççĕ. Сăмахран, медицина пулăшăвĕ, пенси тата ытти социаллă тÿлев илеймеççĕ, пурăнмалли вырăнĕсене улăштараймаççĕ, суйлав правипе усă кураймаççĕ тата ытти те.
Раççей Федерацийĕн федераллă миграци службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕ СССР паспорчĕсене халĕ те улăштарманнисене районти шалти ĕçсен пайне çак адреспа пыма ыйтать: Шăхасан ялĕ, Ленин урамĕ, 31-мĕш çурт, вырсарникунпа тунтикунсăр пуçне 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлетпĕр, апат вăхăчĕ 13 сехетрен пуçласа 13 сехет те 45 минутчен. Сывлăх начаррине пырайманнисене çак телефонпа миграци службине шăнкăравлама ыйтатпăр: 4-92-84, паспорта сире килех пырса паратпăр.