22 октября 2008 г.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕн виççĕмĕш тĕллевĕ ялсенче ĕçлекен çамрăк специалистсене (е вĕсен çемйисене) тата граждансене пурăнмалли çуртсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем пулса тăраççĕ. Çак мероприятисене «Ялсене 2012 çулччен аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ.
Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов савăнăçлă лару-тăрура 5 гражданина патшалăх хваттерлĕ е çуртлă пулма пулăшнине пĕлтерекен свидетельствăсем пачĕ. Пĕтĕмпе 826870 тенкĕлĕх.
Владислав Васильевич çамрăк çемьесене çитĕнÿ сунчĕ, çурта хута ярассипе документсене мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарса пачĕ, Çĕнĕ çул тĕлне çĕнĕ пÿрт уявне ирттерме сĕнчĕ.