22 октября 2008 г.
Чăваш АССР (1944), РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ (1951), "Хисеп Палли" орден кавалерĕ, Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕ, Канашри педагогика училищинче 30 çула яхăн музыкăна вĕрентнĕ дирижер, композитор, çĕршывĕпе палăрнă халăх хорĕсене ертсе пынă Павел Егорович Егоров хăйĕн хыççăн тарăн йĕр хăварнă.
Вăл пирĕн районти Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче 1885 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çичĕ çулта ашшĕсĕр тăрса юлнă, хутла пĕлмен хресчен çемйинче вĕренмесен те юрать тенĕ ĕнтĕ, ĕçлекен çын кирлĕ хуçалăхра. Павел вара урăхла шухăшланă, вун тăваттăра Шăхасанти земство шкулне çÿреме пуçланă, юлашки икĕ çулĕнче çав вăхăтрах шкул хуралĕнче тăрăшнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пысăк йывăрлăхсемпе Тăвайĕнчи икĕ класлă шкула вĕренме кĕрет, унтан 1905 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать те Çĕрпÿ хулинчи чиркÿпе прихут шкулĕнче учительте ĕçлеме пуçланă. 1907 çулта П.Егоров экстерн йĕркипе Хусанти учительсен семинарийĕнче экзаменсем тытса пуçламăш классен учителĕн ятне илнĕ.
1912 çулта вăл каллех экстерн йĕркипе испытанисем тытать, пуçламăш классенче юрă урокĕсен вĕрентекенĕ пулса тăрать. 1912-1914 çулсенче мал ĕмĕтлĕ каччă Питĕрти учительсем (регентсем) хатĕрлекен курсра ăс-тăн пухать. Çак курса П.Егорова музыка теорине алла илме нумай пулăшнă. Унпа пĕрле çак курсра каярахпа паллă композитора тухнă Василий Петрович Воробьев вĕреннĕ.
1915-1917 çулсенче П.Егоров патша çарĕнче хĕсметре тăнă. Унтан икĕ çул Шăхасанти шкулта учительте вăй хунă. Шăхасан вулăсĕнчи шкулсен инспекторĕнче те тимленĕ.
Автобиографийĕнче П.Егоров çапла çырни пур: «Эпĕ çине тăнипе 1918 çулта Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пуçламăш шкул уçнă. 1928 çулта ăна валли ятарласа çурт туса лартнă". Шкулти пĕрремĕш учительницăра унăн мăшăрĕ Серафима Родионовна вăй хунă.
1923 çулхи октябрьтенпе П.Егоров Канаш педагогика училищинче музыка вĕрентнĕ.
Ф.Лукин композитор çырнă ум сăмахран (П.Егоровăн юрăсем кĕнекинчен, Шупашкар, 1956, 2стр.):
«Вăл кунта студентсене музыкăна вĕрентес тĕлĕшпе пысăк вăй хурса ĕçлет. Егоров вĕрентсе кăларнă çынсенчен халĕ нумайăшĕ республикăри шкулсенче музыкăна вĕрентет.
Павел Егорович чылай вăхăт педагогика училищинчи хора ертсе пырать. Çак хор районти тата республикăри художествăлла пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче хăйĕн ăсталăхне темиçе хутчен те кăтартнă. Хор коллективĕ яланах лайăх юрланипе, хăйĕн пуян репертуарĕпе палăрса тăнă».
Çавăн пекех П.Егоров Канаш хулинчи чукун çул çинче ĕçлекенсен хорне те ертсе пынă, ку коллектив та 30-40-мĕш çулсенче пысăк çитĕнÿсем тунă, тĕрлĕ смотрсенче мала тухнă.
П.Ялкирĕн «Вăл мана кĕвĕ-çĕмĕ тĕнчине илсе кĕчĕ» аса илĕвĕнчен («Хыпар», 1996, нарăс, 2):
«Музыкăн малтанхи урокĕ паянхи кун та асăмра. Класа шурă çÿçлĕ, сарлака хул-пуççиллĕ, вăтам кĕлеткеллĕ çын кĕчĕ. Эпир ура çине тăрса сывлăх сунатпăр. Хăйĕнпе паллаштарчĕ. Павел Егорович Егоров музыка урокĕсен тĕллевĕ пирки, пуçламăш класс учителĕн юрлама та, тăмра е купăс калама та пĕлмелли çинчен каларĕ. Унтан сĕрме купăс илчĕ те, илемлĕ кĕвĕ янăратса ячĕ. Эпир шăпчăк чĕпписем пек шăпланса итлеме пуçларăмăр. Унччен те пулмарĕ, учитель юрлама тытăнчĕ.
Вăрман урлă каçрăмăр, каçрăмăр.
Вĕрене çулçи çутипе, çутипе,
Вĕрене çулçи çутипе.
Павел Егорович юрласа пĕтерчĕ те, хăй чăваш халăхĕн «Вăрман урлă каçрăмăр» юррине юрланине пĕлтерчĕ. Ăна В.Воробьев композитор илемлетнĕ иккен. Юрă сăмахĕсене тетрадь çине çырса хутăмăр. Унтан учитель юрра сыпăкăн-сыпăкăн вĕрентме тытăнчĕ. Малтан кĕвве сĕрме купăспа каласа пырать, унтан сăмахĕсемпе юрласа кăтартать. Урок вĕçленнĕ çĕре халиччен илтмен юрра чиперех вĕренсе çитрĕмĕр.
Павел Егорович урокĕсем пире питĕ килĕшетчĕç. Çамрăксене çĕнĕ юрăсем юрлама вĕренес туртăмĕ пысăк пулнипе пĕрлех вĕрентекен уроксене лайăх ирттерни те илĕртетчĕ. Юрă урокĕсене эпир яланах пысăк хаваслăхпа кĕтеттĕмĕр...
Учителе вĕренме Канашри педагогика училищине эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуçĕнчи вăтам шкултан пырса кĕтĕм. Мана, сăвă-юрăпа питĕ хытă интересленекенскере, унти музыка учителĕ П.Егоров çинчен ырă сăмахсем илтни те Канашалла туртнă. Ман юлташсем хамăр ялтан 20 километрти Етĕрне педучилищине кайрĕç. Манăн чун 120 километрти Канаша талпăнчĕ.
1939 çулта педучилище уçăлнăранпа 25 çул çитнине паллă турĕç (1914 çулта Шăхранта учительсем хатĕрлекен семинари ĕçлеме пуçланă, кайран ăна педтехникум, педучилище теме тытăннă). Чаплă ларура вĕренекенсен хорĕ концерт пачĕ. Павел Егорович питĕ ăста ертсе пычĕ. Программăра вăл хăй кĕвĕленĕ «Вăйăра» юрă та пулчĕ. Ун сăввине Хумма Çеменĕ çырнă. Шÿтлĕ лирикăлла юрра зал тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Алă çупма чарăнманнине кура, Павел Егоровичăн тепĕр хут юрлаттарма тиврĕ.
Педучилище хорĕ çинчен республикипех ырă ят çÿренĕ. Павел Егорович Канаш педучилищинче ĕçлеме 1923 çулта пырсанах вĕренекенсен хорне йĕркеленĕ, ăна çулсерен çĕнете-çĕнете пынă. «Хорта юрлани пулас учительсене питĕ кирлĕ. Çакă ачасене музыка енĕпе воспитани парассишĕн тăрăшакансен пултарулăхне сарать, ăсталăхне çĕклет. Шкулта ĕçлеме тытăнсан, педучилищĕре илнĕ хăнăхусемпе усă курма май парать», – тетчĕ опытлă педагог. Вĕренекенсен хорĕ тĕрлĕ смотрсене, олимпиадăсене яланах хутшăннă.1940 çулта пулнă республикăри халăх пултарулăх олимпиадинче педучилище хорĕ мала тухрĕ. Ăна 1-мĕш степеньлĕ диплом пачĕç. Мускава Раççей олимпиадине ячĕç».
Павел Егорович Егоров 29 çул музыка вĕрентнĕ. 1952 çулта пенсие тухнă. Çав çулсенче 2000 ытла учитель вĕрентсе кăларнă. Вĕсем хушшинче ăста музыка учителĕсем те сахал мар пулнă. Сăмахран, Евгений Гурьевич Андрамонов. Ăна кайран педучилищĕрех музыка вĕрентме хăварнă. Павел Егорович вырăнне вĕренекенсен хорне ертсе пыма тытăннă. Пĕр вăхăтра Евгений Гурьевич Канаш хулинчи учительсен хорне ертсе пыма тытăннă.
П.Егоров 1926 çултан пуçласа мĕн виличченех Канаш хула Совечĕн депутачĕ пулнă, çавăнпа та вăл пурăннă Ирĕклĕх урамĕнчи 33-мĕш çурта кунĕн-çĕрĕн суйлавçăсем тĕрлĕрен ыйтусемпе пырса çÿренĕ, халăх депутачĕ вара кашнин хуйхи-суйхине татса пама тăрăшнă.
Чăваш Республикинчи мире хÿтĕлекенсен комитечĕн членĕ пулнă май та Павел Егоровичăн пушă вăхăт юлман. Вăл Пĕтĕм Союзри миршĕн кĕрешекенсен Мускавра пулса иртнĕ виççĕмĕш конференци ĕçне делегат пулса кайнă.
1956 çулта П.Егоровăн «Юрăсем» кĕнеки çапăнса тухнине палăртнăччĕ, унта «Тăван çĕршыв ешерет», «Мускав», «Колхоз хĕрĕсем», «Хăна юрри», «Суйлав юрри», «Ирхи илем» тата ытти юрăсем кĕнĕ.
Чăнах та, Павел Егорович Егоров музыкант, вĕрентекен, дирижер, хор йĕркелекен, фольклорист, композитор ячĕ халăхра пурăнать, çавăнпа та вăл уçнă хамăр районти Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам тата Канаш хулинчи ачасен музыка шкулĕсене унăн ятне парса чыс та хисеп тусан питĕ вырăнлă пулмалла. Çакна вăл чăннипе те тивĕçлĕ çын.