АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН ПĔРЛЕХ ПУЛМАЛЛА

22 октября 2008 г.

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Виçĕ ыйту пăхса тухрĕç унта.

Пĕрремĕш ыйтупа партин вырăнти контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ А.Егоров тухса калаçрĕ. Александр Николаевич çак комиссисен Положенийĕпе паллаштарчĕ. Конференци документа сасăласа çирĕплетрĕ.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн черетлĕ конференцийĕ иртет. Унăн ĕçне хутшăнма конференцире виçĕ делегат суйларĕç. Вĕсем – район администрацийĕн пуçлăхĕ, партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ В.Софронов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров, Канашри райпо канашĕн председателĕ В.Павлов.

Кăçалхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Единая Россия» тата Раççей Аграри партийĕсене ертсе пыракансем çак партисене пĕрлештерес пирки хатĕрленĕ пĕрлехи Меморандум çине алă пуснă. Татăклă йышăну «Единая Россия» партин чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртекен Съездĕнче паллă пулĕ.

«Единая Россия» тата Аграри партийĕсене пĕрлештерессине Раççей премьер-министрĕ, «Единая Россия» партин Председателĕ В.Путин тĕрĕс йышăну тесе шутланă. «Çĕршывăн политика сцени çинче политика енчен тĕрлĕ шухăшлă политика вăйĕсене, енчен те вĕсем, тен, влаçа та килĕшмеççĕ пулин те, сыхласа хăварассине питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Çакă вăл кирек мĕнле демократиллĕ обществăшăн та йĕркеллĕ пулăм, сывă обществăн палли пулса тăрать», – тенĕ вăл Аграри партине ертсе пыракансемпе тĕл пулнă чухне. Ун шучĕпе аграрисем – «Единая Россия» партипе пĕр шухăшлисем. Мĕншĕн тесен вĕсем оппозициллĕ парти пулсан та, яланах влаçпа пĕрле ĕçленĕ. «Ман шутпа, «Единая Россия» тата Аграри партийĕсене пĕрлештермелли вăхăта ăнсăртран суйласа илмен. Тĕрĕссипе ăна суйламан та, событисен аталанăвĕн логики хăй çакăн патне илсе çитернĕ. Эпир ял хуçалăхĕ çине тимлĕх уйăрассине пысăклатсах пыратпăр, мĕншĕн тесен ялта ку чухнехи формăсенче хăйĕн производствине аталантарма пулăшу кирлĕ эффективлă пурлăх-ырлăх тăвакан тупăнчĕ», – тенĕ Владимир Владимирович.

«Единая Россия» тата Аграри партийĕсене пĕрлешме çĕршывăн ял хуçалăх интересĕсемшĕн тăрăшакансен потенциалĕ ыйтни пысăк пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ «Единая Россия» партин Аслă канашĕн Председателĕ, Патшалăх Думин Председателĕ Б.Грызлов çак партисен пĕрлешĕвĕ пирки ăнлантарса панă чухне. Вăл каланă тăрăх, «Единая Россия» партин ертсе пыракан органĕсенче Аграри партийĕн ертÿçисем кирлĕ пулаççĕ.

«Çак килĕшÿллĕ пĕрлешÿ икĕ парти представителĕсемшĕн те питĕ усăллă пулать, уйрăмах – Раççей халăхĕшĕн, Раççей хресченĕсемшĕн. Раççей аграрийĕсем Раççей ялĕн интересĕсене хÿтĕлекен пысăк парти урлă федераци политики çине витĕм кÿрекен мăнаçлă, вăйлă тĕрев илĕç. «Раççей аграри партийĕпе» пĕр пек интерессем пирĕн сахал мар. «Единая Россия» партин приоритечĕсенчен пĕри ял хуçалăхне аталантарасси, çĕршывăн ял хуçалăхĕнче ырлăх-пурлăх тăвакана пулăшасси пулса тăрать. Пирĕн аграриллĕ республикăшăн вăл уйрăмах актуаллă. Ял пурнăçне лайăх пĕлнĕрен çапла тепĕр хут çирĕппĕнех калама пултаратăп: çак пĕрлешÿ ял проблемине татса панă çĕрте питĕ усăллă пулĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ, «Единая Россия» партин Аслă канашĕн членĕ Н.Федоров.

«Единая Россия» партин Аслă канашĕн членĕ, çĕршыв ял хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Гордеев çак партисем пĕрлешнине хăйсен тĕп ĕçĕсемсĕр пуçне ялти пурнăç йĕрки çĕнелсе, лайăхланса пытăр тесе ял хуçалăх аталанăвĕшĕн тăрăшакансемшĕн «историллĕ йышăну» пулса тăнине палăртнă.

«Вун пилĕк çул Аграри партийĕ çине тăрса хресченсен тивĕçлĕ ĕç прависене, вĕсен йĕркеллĕ пурнăç условийĕсене хÿтĕлет. Эпир влаçа хамăр енне питпе çаврăнса тăратма пултартăмăр. Халĕ пирĕн парти ĕçĕнче çĕнĕ тапхăр – партин программа положенийĕсене «Единая Россия» партипе килĕшÿллĕн туса пымалли тапхăр пуçланĕ. Малти вырăна хресченсен интересĕсене хуратпăр, çак майсенчен пăрăнма пултараймастпăр эпир. Пирĕн тивĕç – çак ĕçе пĕтĕм вăй-халпа пуçăнасси. Аграри отраслĕн интересĕсемшĕн, ял çыннисен интересĕсемшĕн, Раççей ырлăхĕшĕн», – çак шухăша палăртнă Раççей аграри партийĕн Председателĕ В.Плотников.

«Единая Россия» тата Раççей аграри партийĕсем агропромышленность комплексĕн аталанăвĕнчи ыйтусене татса парассинче пĕр шухăшлă пулнине, ял çыннисене активлă пулăшса тăнине ĕçпе çирĕплетсе пачĕç. Çакна пула ял хуçалăхĕ пуçласа темиçе вунăçуллăхра çĕршыв аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсен йышне кĕчĕ», – тенĕ Чăваш Республикин вице-премьерĕ-ял хуçалăх министрĕ, Аграри партийĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи М.Игнатьев.

Конференцире «Единая Россия» тата Раççей аграри партийĕсен пĕрлешĕвне ырласа «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Чернов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Аграри партийĕн Чăваш Енти уйрăмне темиçе çул ертсе пынă, Киров ячĕллĕ производство кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев, Канашри райпо канашĕн председателĕ А.Павлов тухса калаçрĕç.

Конференцире çак икĕ парти пĕрлешĕвне ырласа сасăласа çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика