22 октября 2008 г.
Канашри 3-мĕш номерлĕ вăтам шкулта методистсен центрĕнче хулапа районти биологи тата хими учителĕсен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ курссем йĕркеленĕ. 29 учитель пĕлĕвĕсене ÿстерчĕ, вĕсенчен 16-шĕ – ялти шкулсенчен. Занятисене институт преподавателĕсем ирттерчĕç.
Учительсене çакăн пек курссем питĕ килĕшрĕç, мĕншĕн тесен ĕçтешсен опычĕпе практика занятийĕсенче паллашма пултарчĕç. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнчи Р.Тимофеева «Урокра тата уроксем хыççăн проект технологийĕпе усă курасси», Вăтапуç вăтам шкулĕнчи О.Малова «Хими урокĕсенче çĕнĕ технологине вĕрентессипе усă курасси», Янкăлч вăтам шкулĕнчи С.Васильева «Вĕренекенсене патриотизм воспитанийĕ парасси» темăсемпе уроксем ирттерчĕç. Вĕсен урокĕсемпе ĕçтешĕсем те, Шупашкартан килнĕ преподавательсем те кăмăллă пулчĕç. Çÿлерех асăннă вĕрентекенсен урокĕсене аван хак парса ĕçтешĕсем хушшинче сарма сĕнчĕç. Вĕрентÿ институчĕн кафедра пуçлăхĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Н.Борисова тата М.Николаева аслă преподаватель Р.Тимофеевана, О.Малована тата С.Васильевана урок темисене лайăх уçса панăшăн тав турĕç.
Ĕçтешĕсен опычĕпе паллашас тĕллевпе канашсем Çĕмĕрле хулинчи 3-мĕш вăтам шкула çитсе курчĕç. Çак шкул республикăри шкул территорийĕсене илем кÿрес енĕпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ, 2008 çулта инновациллĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕç пулнă. Асăннă шкулта Канаш учителĕсем шкул территорине ешĕл тум кĕртес енĕпе ачасем хатĕрленĕ проектсемпе паллашма пултарчĕç. Кашни вĕренÿ пÿлĕмĕнчех учитель валли автоматизациленĕ вырăн пур, Интернетпа çыхăннă. Шкулта электронлă журнал ĕçлет. Шкул сайтне кĕрсен унта ачасем вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пынине пĕлме пулать. Çав сайтран тĕрлĕ предметпа килти ĕçсен заданийĕсене те вырнаçтарнă.
Хими технологийĕсемпе паллаштарас тĕллевпе учительсене Канашри лакпа сăрă тата Вăрнар поселокĕнчи хими заводне илсе кайрĕç.
Малашне районти учительсене професси ăсталăхне ÿстерме Чăваш Республикин Вĕрентÿ институтне те час-час яма тытăнĕç. Вĕрентÿ процесĕсенче усă курма, Вырăскас Пикших, Карăклă, Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕсен хими кабинечĕсене пуянлатма 200-шер пин тенкĕлĕх оборудованисем килнĕ.