17 октября 2008 г.
Виçĕм кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта республика бюджечĕ, 2008-2009 çулсенче хутмалли вăхăта мĕнле хатĕрленни çинчен калаçрĕç. Шупашкартан килнĕ ушкăна Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕ Ю.Волошин ертсе пычĕ. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ĕçлĕ информаци ушкăнĕ райадминистрацин пайĕсемпе службисен ертÿçисемпе тата специалисчĕсемпе, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов информушкăн членĕсемпе паллаштарчĕ, кун темине тишкерчĕ. Ю.Волошин министр тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Кислов республикăн 2009 çулхи, 2010 тата 2011 çулсене планланă тапхăрти бюджечĕн хăш-пĕр цифрисемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç.
Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕ Ю.Волошин тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов «Канашри топсбыт» патшалăх унитарлă предприяти тата «Канашри керамика-1» тулли мар яваплă пĕрлĕх коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Кислов, «Чăваш Республикипе ĕçлекен медицинăпа социаллă экспертизăн тĕп бюровĕ» федерацин патшалăх учрежденийĕн ертÿçи Л.Викторова, район администрацийĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров Уçырма вăтам шкулне çитрĕç. Вĕсем кунти педагогсемпе тата аслă классенче вĕренекенсемпе ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче республикăн 2009 çулхи, 2010 тата 2011 çулсене планланă тапхăрти бюджечĕ çинчен саккун йышăннă. Сесси ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров та хутшăннă. Бюджетра социаллă пурнăçпа культура сферинче 50 объект тума укçа-тенкĕ уйăрнă, тĕпрен юсама 1,2 миллиард тенкĕ кайĕ. Тума палăртнă объектсенчен пĕри – Шăхасанти 400 вырăнлă вăтам шкул çурчĕ. Унта строительство ĕçĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Приоритетсен йышĕнче – пурăнмалли çуртсем тăвасси (5 миллиард тенкĕ уйăрнă), граждансене çурт тума е хваттер илме пулăшасси (8 миллиард тенке яхăн), ялсенче урам сечĕсене тăвасси (1 миллиард та 280 пин миллион тенкĕ уйăрма пăхнă), хула округĕсен урамĕсемпе çулĕсен сечĕсене тăвасси (3 миллиард тенке яхăн), халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси (1,4 миллиард тенкĕ) тата ытти те.
Виçĕ çуллăх бюджет – социаллă аталану бюджечĕ. 2009 çулта халăха социаллă хÿтлĕх пама 3682,6 миллион тенкĕ палăртнă, 2010 çулта – 4014,1 миллион тенкĕ, 2011 çулта – 4326,7 миллион тенкĕ.
Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин пысăк кăтартăвĕсем виçĕ çуллăх бюджет палăртма майсем параççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра Чăваш Ен промышленноçĕ 12 процента яхăн ÿснĕ, Раççейĕн – 5,3 процент. 2011 çул тĕлне экономика отраслĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 2007 çулхипе танлаштарсан 2,5 хут ÿсмелле.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра вăхăтра тата пахалăхпа хатĕрлес енĕпе йышăну кăларнă. Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнĕ чухне пысăк категориллĕ электроэнергипе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикăн пур районĕнче те аварипе диспетчер службин ĕçне йĕркеленĕ. 2008 çулта тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме тата объектсене хĕллехи тапхăра хатĕрлеме 1138,867 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă иртнĕ çулхинчен 29 процент нумайрах.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ытларах вăл ял хуçалăх мĕнле аталанса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Районта ял хуçалăх организацийĕсем 36. Вĕсенчен иккĕшĕ – акционерсен хупă пĕрлĕхĕ, 23-шĕ – тулли мар яваплă пĕрлĕх, 9-шĕ – ял хуçалăх производство кооперативĕсем, пĕр колхоз, «Канашри ăратлă чăх-чĕп завочĕ» акционерсен уçă пĕрлĕхĕ. Хресченпе фермер хуçалăхĕсем – 131, харпăр хăй кил хуçалăхĕсем – 15,8 пин.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 16747 пуçпа танлашать. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 1 процент сахалрах. Сыснасен йышĕ 7 процент чакнă. Чакни обществăлла секторта та сисĕнет.
Аш-какай тăхăр уйăхра 3046 тонна туса илнĕ, ку – 2007 çулхи çак тапхăртинчен 102 тонна нумайрах. Сĕт суса илесси ÿснĕ. «Пинер» тулли мар яваплă пĕрлĕхре 200 пуç ăратлă пăру туяннă. Харпăр хăй хушма хуçалăха аталантарма 650 çынна кредит 122,6 миллион тенкĕ панă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче 57284 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Пушă выртакан 3933 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнче ял хуçалăх кооперативĕн пасарне тăвасси малалла пырать. Кăçал ăна хута яма палăртнă.
Районта 12,57 километр хытă сийлĕ çул тунă. Хальхи вăхăтра Хыçалкас, Анат Сурăм, Ямăрса ялĕсене асфальт сарнă çулпа çыхăнтарас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн пĕрлештернĕ бюджетне 333795,8 пин тенкĕлĕх тупăш пырса кĕнĕ. Çав шутран харпăр хăй тупăш – 55169,7 пин тенкĕ.
Информушкăнăн çулĕ малалла «Канашри ăратлă чăх-чĕп завочĕ» акционерсен уçă пĕрлĕхне пулчĕ. Чи малтанах пĕрлĕх ертÿçипе И.Сурановпа унăн ĕç пÿлĕмĕнче тĕл пулчĕç. Илья Кузьмич предприятири лару-тăрупа, производство кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Палăртнă вăхăтра чăх-чĕп ĕрчетекенсем актовăй зала пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн директорĕ Ю.Кислов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров тата Асхва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванов калаçрĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç.
Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетрĕç. Ял тăрăхĕсенчи информкуншăн яваплă специалистсем, райадминистрацин пайĕсемпе службисен пуçлăхĕсем, район депутачĕсем тĕл пулусем мĕнле иртни çинчен кĕскен каласа пачĕç, мĕнле ыйтусем хускатнине пĕлтерчĕç. Акă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: Çĕнĕ Мами выçăлккине маршрутлă автобус çÿреме пăрахни, Пайкилт ялĕ çумĕнче автобус чарăнмалли вырăнта павильон тăвасси, районти техника инвертизацийĕн бюровĕ епле ĕçлени тата ытти те.