АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УШАНАРСЕМ – СПОРТПА ТУСЛĂ

17 октября 2008 г.

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлĕнмелле илемлĕ çанталăк парнелерĕ. Çак кунсенче спорт уявĕ ирттерни Ушанар халăхне тата та пысăк савăнăç кÿчĕ.

Иртнĕ çул ялта спорт клубĕ йĕркеленсе кайнăранпа 55 çул çитнине паллă тунăччĕ. Çак уява ватти-вĕтти те хутшăннăччĕ, ăмăртусене вара кашни çулах ирттерме йышăнса хăварнăччĕ.

Уява йĕркелеме пулăшнăшăн район администрацине тата вырăнти хăйтытăмлăха тав сăмахĕ калас килет. Ушанар ялĕнче пурăнакан Степановсен çемйине те спонсор пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн палăртса хăварас килет. Вăл Шăхасан ялĕнчи «Ивушка» апат-çимĕç лавккине ертсе пырать. Ăмăртусене хăй те хастар хутшăнать.

Аркадий Иванович Иванов спорт ветеранĕ паракан парнесене илессишĕн шкул çулне çитмен ачасем тупăшрĕç. 500 метрлă дистанцие чупса Николай Ефимов тата Игорь Забавин палăрчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем 800 метр чупрĕç, хĕрсенчен Ольга Артемьева малтан чупса тухрĕ, Ирина Иванова иккĕмĕш пулчĕ. Арçын ачасем хушшинче Игорь Васильев палăрчĕ, Костя Константиновăн – иккĕмĕш вырăн. Чупу ăмăртакансен çулĕсене кура малалла тăсăлчĕ. Тупăшура çавăн пекех ветерансем те айккинче юлмарĕç.

Савăнăçлă уява футбол вăййи малалла тăсрĕ. Ку ăмăртăва ултă команда хутшăнчĕ. Шкул ачисен хушшинче хĕр ачасен команди арçын ачасеннинчен вăйлăрах пулчĕ. Аслисен хушшинче арçынсен команди çĕнтерчĕ. Ветерансем иккĕмĕш вырăна тухрĕç, çамрăксен команди – виççĕмĕш вырăнта.

Ăмăрту вăййисене Николай Васильевич Григорьевпа Валентин Александрович Яковлев судьясем хакларĕç. Малти вырăна тухнисене медальсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.

Уяв чăннипех ăнăçлă иртрĕ, ял халăхĕ те унпа кăмăллă юлчĕ. Çакăн пек мероприятисем ытларах иртсен аван пулмаллаччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика