АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫРĂМ ВЫÇÇИ УСАЛ ĔÇ ТУМА ХИСТЕНĔ

17 октября 2008 г.

Малти Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан вăтам çулсенчи икĕ арçын каçхине вуннăсем иртсен «Яндоушский» ял хуçалăх производство кооперативĕн мастерскойĕ пулнă, халĕ пушă ларакан çурта кĕнĕ. Юсав çуртне Канаш хулинче пурăнакан 46 çулти арçын туяннă. Çÿлерех асăннă икĕ арçын ырăпа пыман кунта. Вĕсем болгаркăпа тĕрев угольникĕсене (40х40 мм) 40 метр тăршшĕ касса илнĕ, электропралука сĕвсе пĕрле илсе кайнă. Анчах та вăрланă пурлăха килĕсене илсе çитереймен – вĕсен çулне милиционерсем пÿлнĕ.

Çав кун Çăлпуç ялĕнче пурăнакан аллăран иртнĕ арçын калама çук выçăхнă пулас. Вăл çак ял çыннин пÿртне питĕрмесĕр хăварнă çăраççине илсе кĕнĕ те тÿрех холодильник çине выçă кашкăрла сиксе ÿкнĕ. Унти апат-çимĕç продукчĕсене пĕтĕмпех сумкăна тултарнă. Çавăн пекех верандăри хуçалăхра кирлĕ ĕç хатĕрĕсене пĕрле çаклатса кайнă. Халĕ вăл ентешне миçе тенкĕлĕх сиен кÿнине шутлаççĕ.

Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи 17 çулти яш 74 çулти кинемейĕн çуртне балконран кĕме хăтланнă. Паллах, ырă шухăшпа мар, мĕн те пулин хĕстерсе тухас тĕллевпе. Усал шухăшне пурнăçа кĕртме ăна пакунлисем чăрмантарнă.

Юмансар çамрăкĕ 2006 çулхи нарăс уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Ступино хулинче пурăнакан пĕлĕшĕнчен ултав меслечĕпе 190 пин тенкĕ илнĕ. Тавăрса пама шутламасть те. Çак фактпа милицире уголовнăй ĕç пуçарас кăмăллă.

Район больницине каçхине Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчен 17 çулти яша илсе пынă. Ăна сулахай кăкăрĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Милици хутшăннипе çак преступленине кам тунине пĕлме май килнĕ. Çамрăка хĕрĕхе çывхаракан арçын амантнă иккен. Пĕрле эрех ĕçнĕ чухне хирĕçсе кайнă тет-и; Тепĕр кунне Шăхаль ялĕнче пурăнакан 20 çулти каччă валли вырăн тупăннă. Ăна ентешĕ аптрипе чиксе суранлатнă.

Каçхине саккăр çурăра Асхва ялĕнче пурăнакан 62 çулти хĕрарăма кĕрÿшĕ хĕнесе пĕтернĕ. Тепĕр кунне 17 сехет çитеспе çак арçын сарайпа аслăка вут тивертсе çунтарса янă. Тăкакĕ – 150 пин тенке яхăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика