17 октября 2008 г.
Пурнăç инкеке кĕрсе ÿкме пултарасса сиссен, йывăр самант сиксе тухасса туйсан эпир милицирен пулăшу ыйтма васкатпăр. Йĕркелĕх хуралçисем пулăшу пама яланах хатĕр. Чи малтан патрульпе пост службин сотрудникĕсем çитеççĕ. Вĕсенчен преступника çийĕнчех тытса чарасси нумай килет. Çакна çирĕплетме темиçе тĕслĕх илсе кăтартар-ха.
Вырăскас Пикших çынни «ВАЗ-2101» автомобилĕ çине ларнă та Ухман еннелле çул тытнă. Анчах та палăртнă çĕре çитеймен – машини чăхăмлама тытăннă, юлашкинчен шăпланнă. Унăн хуçи ăна пысăк çул хĕррине лартнă та килне çурран кайнă. Çĕрле тăлăххăн ларакан машина патне темиçе çамрăк пынă. Ун-кун пăхкаланă та ĕçе пуçăннă. Кустăрмасене, салонри япаласене кăларса илнĕ те куçран çухалнă. Ирхине водитель хăйĕн машинине çаратни çинчен милицине евитленĕ.Тавралăха хура чаршав хупăрласа илсен икĕ милиционер çаратнă машина патне пырса вăрттăн вырăна вырнаçнă. Нумай кĕтме тивмен вĕсене, вăрăсем çитнĕ-çитменех хăйсен путсĕр ĕçне пикеннĕ. Салонра мĕн кăларса илме май килнĕ çавна тăпăлтарнă. Ларкăчсене çул çине кăларса хурсан вĕсен умне кĕтмен-туман çĕртен икĕ мĕлке ÿссе ларнă. Часах наряд та персе çитнĕ. Патрульпе пост службин сотрудникĕсем çамрăксене вăрланă япали-качки милицине илсе кайнă.
Милици сотрудникĕ Янкăлч ялĕнче пурăнакан тăванĕсене кĕрсе курма шут тытнă. Пĕр пахчара вăл темле арçын тăрăшсах мăкăнь пуçтарнине асăрханă. Çак ÿсен-тăрана вăл миххе пере-пере чикнĕ. Урам кĕтессинче автомобиль тăнă. Унăн водителĕ тимлесех унталла-кунталла тинкернĕ: юлташне мăкăнь пухма никам та ан кансĕрлетĕр тенĕ ĕнтĕ вăл. Кăштахран милицине ют пахчара «уçăлса» çÿрекен арçын çинчен хыпар çитнĕ. Часах Янкăлча милицин икĕ машини тухса кайнă: пĕри автоинспекторсен, тепри патрульпе пост службин. Малалла мĕн пулни çырмасăрах паллă: лекмеллипех лекнĕ наркотик хатĕрлеме мăкăнь пухакансем.
Каçхине тăххăр çитеспе Сиккасси ялĕнче патрульте çÿрекен икĕ милиционерăн хăлхине хуçалăхсенчен пĕрин картишĕнче шиклĕ шав кĕрет. Пакунлисем унта мĕн пулнине пĕлес тĕллевпе самантрах малалла тапса сикеççĕ. Вĕсем пахчаналла çын кĕлетки чупнине асăрхаççĕ. Иккĕ-виççĕ сиксех ăна ĕнсерен ярса тытаççĕ. Çакскер килĕнче хуçисем çуккипе усă курса лаçа кĕрсе хурансем, тĕслĕ металран тунă савăт-сапа йăкăртса тухать. Ăна сутса укçа тăвасшăн пулнă ĕнтĕ вăл. Халĕ ун аллине хут укçа мар, тĕрмене каймалли «билет» лекме пултарать-иç.
Катек ялĕнчи пĕр çурт картишĕнче икĕ арçын тем сăлтава пула вирлех вăрçса кайнă. Усал сăмахсен саппасĕ пĕтсен алли-урисене хута янă. Кил хуçи вăйлăрах пулнă пулас, ентешне çĕр çине йăвантарнă та мăйĕнчен пăвма пуçланă, вĕлерессипе хăратнă. Çак сăмахсене урампа иртсе пыракан милици патрулĕ илтет. Тепĕртакран урса кайнă арçын пакунлисем пулăшнипе лăпланать.
Вăтапуç ялĕнче электролинин икĕ тăрăхне татса кайнă. Çакна пула çутăсăр тăрса юлнă. Тăрăхсем çуккине патруль асăрханă. Вĕсем яла кайса шырав ĕçне кÿлĕннĕ. Ял çыннисем пулăшнипе вăрра тупнă вĕсем.
Куратпăр ĕнтĕ, усал шухăшлă çынсенчен нумайăшĕ милици аллинчен вĕçерĕнеймест. Çакă вара професси ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартать. Патрульпе пост службин милиционерĕсемпе кашни уйăхрах вĕрентÿ занятийĕсем ирттереççĕ. Нумай çул ĕçлекенсем хăйсен опытне çамрăк сотрудниксене параççĕ.