АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯМĂТ УКÇА АЯКРАН ХЫТАХ ТĔРТНĔ

15 октября 2008 г.

Районти ялсенчен пĕринче пурăнакан хĕрĕх çулсенелле çывхаракан хĕрарăм Канаша кайнă. Автобус çинчен ансанах вăл халăха ĕçе вырнаçтаракан центра çул тытнă. Унта çитсен ĕçсĕррисен ретне тăратма хут çырса панă. Кунта ĕçлекенсенчен пĕри питĕ ăнланмалла чĕлхепе енчен те ĕçе вырнаçас-тăвас пулсан, çав шутра вăхăтлăха та пулсан, çакăн çинчен виçĕ кун хушшинче центра пĕлтермелли çинчен пĕлтернĕ. Хĕрарăма ĕçсĕр тесе паллă тунă, пособи илекенсен списокне кĕртнĕ.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче çак хĕрарăм ялти учрежденисенчен пĕрне тасатса тăракан техничка Мускава пысăкрах укçа ĕçлесе илме тухса кайни çинчен илтнĕ. Тухса утнă çакскер çак учрежденине. Унта вăл техничка шалăвĕ мĕн чухлĕ пулнипе интересленнĕ.

– Кăмăлласах ĕçленĕ пулăттăм эпĕ сирĕн патра, ытлашши укçа никама та аякран чышмасть, анчах та эпĕ халăха ĕçе вырнаçтаракан центрта шутра тăрап-çке-ха, – тенĕ вăл ассăн сывласа.

– Учетран тухма кирлĕ мар, малтанхи техничка ячĕпех ĕç укçи илсе тăрăн, – тенĕ пуçлăх.

Çапла çĕнĕ техничка тăватă уйăх ĕçлесе шалу илсе тăнă. Ведомость çине малтанхи техничкăн хушаматне палăртса алă пуснă. Ĕçсĕррисен пособине илме кашни уйăхрах Канаша кайнă. Пĕтĕмпе вăл 8756 тенкĕ илнĕ. Паллах, патшалăха ниçта та ĕçлеместĕп тесе улталаса кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ çакăн чухлĕ укçана.

Çак усал хыпар районти шалти ĕçсен пайне те сăрăхăнса кĕнĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ. Нумаях пулмасть суд та пулнă. Суд улталаса пособи илсе тăнăшăн 9000 тенкĕ штраф панă. Кунта çак сăмахсене калани питĕ вырăнлă: ултавăн ури кĕске.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика