АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУР КĂТАРТУ ТА САВĂНТАРМАСТЬ

15 октября 2008 г.

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа кăтартма ыйтрăм. Паян вăл пирĕн редакци хăни. Акă, мĕн пĕлтерчĕ Сергей Павлович:

– Пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 615,8 т аш-какай сутнă, çакă пĕлтĕрхи тапхăртипе пăхсан 109 процентпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар пулин те Канашри чăх-чĕп фабрики тата Киров ячĕллĕ ЯХПК кăтартусене ÿстерме пултарнă. Вĕсенче пĕлтĕрхи шайран ытларах аш-какай туса илнĕ, çав вăхăтрах чăх-чĕп тата выльăхсен йышне те чакарман.

Пĕтĕмпе 3793,5 т сĕт суса илнĕ, пĕлтĕр тăхăр уйăхра 4098,3 т пулнăччĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа илсен районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ сăвăм шайне ÿстернĕ, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: «Цивиль», «Нектар», «Пинер», «Восход,», «Родина», «Родник», «Сормовский» тата ыт. те. Киров ячĕллĕ кооператив кăна, акă, районта пĕтĕмпе туса илнĕ сĕтĕн 35 процентне пурнăçлама пултарнă. Çав вăхăтрах «Агат», «Путь Ленина», «Хучель», «Канаш» хуçалăхсенче сăвăм кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен кăштах чакнă.

Тăхăр уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2476 кг суса илнĕ (пĕлтĕр 2434 кг), ÿсĕм – 102 процент. Чи пысăк кăтарту Киров ячĕллĕ ЯХПКра – 3165 кг, «Нектар» – 3182 кг, «Пинер» – 3180, «Родник» – 3172 кг, «Цивиль» – 3026 кг, «Восход» пĕрлĕхсенче – 3063 кг. Асăнса тухнă юлашки икĕ хуçалăхра ĕнесен продуктивлăхĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,5 хут ÿснĕ. Кунта чи малтанах хуçалăхра тăрăшакансем выльăх апатне кирлĕ чухлĕ тата лайăх пахалăхпа хатĕрлесе хăварнине, ĕç дисциплини çирĕп пулнине тата ĕçлекене шалупа кÿрентерменнине палăртса хăвармалла.

«Восход» тата «Исток» пĕрлĕхсем халăхран сĕт пуçтарассипе аван ĕçлесе пыраççĕ. Ял халăхĕ сĕте вара унта кăмăлпах леçсе парать, продукцие панăшăн хуçалăх çынсене укçан, тырă тата улăм парса тивĕçтерет.

Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 214,9 ц (пĕлтĕр 112,9 ц) сĕт суса илнĕ, ÿсĕм – 103,5 процент. 34,9 ц (иртнĕ çул – 20,20 ц) аш-какай туса илнĕ (122 проц.). Киров ячĕллĕ ЯХПКн (664 ц), «Восход» пĕрлĕхĕн (503 ц) сĕтпе кăтарту районта чи пысăкки. Аш-какай туса илессипе те малти вырăна Киров ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшакансемех йышăнаççĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх йы-шĕ çулсерен чакса пырать, çакна мĕнпе сăлтавламалла;

– Район администрацийĕ тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай çирĕп мерăсем йышăнаççĕ пулин те выльăхсен йышĕ районта чаксах пырать. Ĕç укçи, налук парăмĕсене татас тата техника валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕллевпе ертÿçĕсенчен чылайăшĕ сăвакан ĕнесене сутаççĕ. Ĕнесен йышне чакарнине хуçалăх ертÿçисем çавăн пекех фермăсенче ĕç вăйĕ çитменнипе те сăлтавлаççĕ. Выльăхсен йышне çакăн пек хăвăртлăхпа чакарса пырсан фермăсем районта пĕр çулталăк хушшинчех пушанса юлма пултараççĕ. Фермăсенче выльăх йышĕ пĕтсен, хуçалăх арканасси те инçех мар.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта пурĕ мăйракаллă шултра выльăх 3998 пуç шутланнă (пĕлтĕр тăхăр уйăхра – 4076 пуç), кăçал ку тапхăр тĕлне илсен пĕлтĕрхинчен 78 пуç сахалтарах. Выльăх-чĕрлĕх йышне районта чылайăшĕ чакарса пыраççĕ пулин те çав вăхăтрах ÿстерекенсем те пур. Акă, сăмахран, сăвакан ĕнесен шутне ÿстерес тĕллевпе «Пинер» пĕрлĕхре тăрăшакансем ăратлă икçĕр пушмак пăру туянса килнĕ. Вĕсем пăруллама тытăннă та ĕнтĕ, сĕтне те аван антараççĕ.

Ĕнесем те сахалланса пыраççĕ. «Агат» тата «Хучель» пĕрлĕхсем авăн уйăхĕнче кăна 10-шар ĕне чакарнă. Кунта хуçалăх экономики хавшасси те инçех мар. Киров ячĕллĕ ЯХПК сăвакан ĕнесене кăна 500 пуç тытать, районта кăна мар, республикăра та кăтартуллă ĕçлесе пыракансенчен пĕри.

Пысăк тупăш кÿменрен сысна ĕрчетесси çине паянхи кун тимлĕх уйăракансем сахал.

Выльăх шучĕ чакса пынă май, паллах, пăру илесси те чакать. Кăçал тăхăр уйăхра 1362 пăру илнĕ пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту 1446 пуçпа танлашнă. Тăхăр уйăхра 100 ĕне пуçне 65 пăру илнĕ, пĕлтĕр – 65 пуç. «Цивиль», «Нектар», «Агат» хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 100 пăру илме пултарнă.

Пушмак пăрусене ĕне кĕтĕвне кĕртесси (100 ĕне пуçне) районта 24 (пĕлтĕр – 18 пăру) пуçпа танлашнă. Ĕне кĕтĕвне çĕнетессипе «Цивиль», «Урюм», «Мотор», Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче аван ĕçлесе пынă.

Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 447 грампа танлашнă (пĕлтĕр 434 грамм). «Путь Ленина», «Нектар», «Пинер», «Родина», Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та иртет.

– Паянхи кун мĕн енĕпе ытларах тимлетĕр;

– Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри – выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма 4931 т утă (планăн 92 проценчĕ), 18049 т (100 проц.) сенаж, 7369 т (111 проц.) силос хатĕрлесе хăварнă. Хальлĕхе районти пур хуçалăх та выльăх апачĕсене прихутласа çитермен-ха. Витесене юсаса йĕркене кĕртсе çитермелле тата фермăсенче хурал йĕркелемелле. Выльăхсене хĕллене хатĕрленĕ апатсемпе тăрантарма тытăнмалла. Кашни выльăх умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика