АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇНЕ ПОЧТĂПА ÇЫХĂНТАРНĂ

15 октября 2008 г.

Канашри почтамтра эксплуатаципе техника тата йĕркелÿ ыйтăвĕпе ĕçлекен специалистсем виççĕн. Вĕсенчен пĕрин çинчен çырма сĕнчĕç мана предприятин кадрсен пайĕнче.

– Кăнтăрлаччен пулмаççĕ вĕсем. Ирех ялсенчи çыхăну уйрăмĕсен ĕçĕсене тĕрĕслеме тухса каяççĕ. Кăнтăрла иртни икĕ сехетсенче килме пултаратăр, вĕсем вырăнтах пулаççĕ, – терĕ кадрсен пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Иванова.

Надежда Витальевна каланă вăхăта почтамта çитрĕм. Часах хама кирлĕ çынпа калаçу пуçартăм. Нина Павловна Басараба Аслă Мами ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Пĕчĕклех ăна пурнăç тути-масине ас тивме тивнĕ: пилĕк çула çитсен юратнă ашшĕ йывăр чире пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Нинан йăмăкĕ, Валя, вара ун чухне иккĕ те тултарайман. Хĕр пĕрчисен амăшĕ, Валентина Ивановна, тĕпренчĕкĕсене ÿстерсе çын тăвас тесе колхозра ырми-канми ĕçленĕ.

Ялти шкулта сакăр класс вĕренни çинчен калакан свидетельствăна алла илсен Нина Гаврилова (хĕр чухнехи хушамачĕ) Шупашкара çул тытнă. Совет самани вăхăтĕнче ялсенчи хĕрсем пир-авăр комбинатне пит нумаййăн каятчĕç. Укçине аптрамасть ĕçлесе илетчĕç унта вĕсем, ашшĕ-амăш килне час-часах мĕнле те пулин çĕнĕ тумпа килетчĕç, йăмăк-шăллĕсене тутлă кучченеçпе сăйлатчĕç. Паллах, яка тумланнă хĕр упраçсене каччисем те çийĕнчех асăрхатчĕç, вĕсен чĕрисене юрату хĕлхемĕ çупăрласа илетчĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ Нина кĕске вăхăтрах çип арлама вĕренсе çитет. Пилĕк çул тăрăшать вăл çак ĕçре. Цехра ялан шав тăнă, тусан явăннă. Çакна пула çип арлакансенчен чылайăшĕн сывлăш çулĕ шыçнă, вăл вăраха кайса ĕмĕрлĕхех хăйне евĕрлĕ «парне» пулса юлма пултарнă.

– Манăн çывăх юлташ Ира Кучероваччĕ. Вăт çавăнпа иксĕмĕр Вăрнар поселокĕнчи професси училищине улма-çырла ăстине вĕренме кайма калаçса татăлтăмăр. Палăртнине пурнăçа кĕртрĕмĕр. Вĕренÿ практикине пире Крыма ячĕç. Питĕ килĕшрĕ унта. Вĕренсе пĕтерсен тÿрех унта тухса вĕçтертĕмĕр, – аса илет Нина Павловна.

Улма-çырла туса илекен совхозра ĕçленĕ чухне ĕçчен те тăпăлкка чăваш хĕрне украин каччи куç хывать. Тĕл пулма пуçлаççĕ. Часах чĕресем пĕр-пĕриншĕн тапнине туйса илеççĕ. Пĕрлешеççĕ. Çапла Гавриловаран Басараба пулса тăрать. Пĕррехинче Нинана почтальонка ĕçне сĕнеççĕ. Килĕшет. Каярахпа почта уйрăмне ертсе пыма пуçлать. Вун пĕр çул пурăннă хыççăн Володьăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать. Нина икĕ ывăлпа тăрса юлать. Часах вăл тăван Аслă Мами ялне таврăнать.

1991 çулта Нина Павловна хăйĕн пурнăçне каллех почтăпа çыхăнтарать. Малтанхи вăхăтра отпуска е декрета кайнă почта уйрăмĕсен пуçлăхĕсем вырăнне ĕçлет. Районти пур почта уйрăмĕнче те ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнă вăл.

Хастарлăхне, шаннă ĕçе юратса тунине кура Нина Павловнана контрольпе ревизи ушкăнне ĕçлеме илеççĕ. Инструкторта тимлет. Халĕ вăл – эксплуатаципе техника тата йĕркелĕвĕн иккĕмĕш категорири специалисчĕ.

– Канаш, Комсомольски тата Тăвай районĕсенчи, Канаш хулинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсен, пĕтĕмпе 57 вĕсем, ĕçĕсене тĕрĕслесе тăратпăр, ялан çул çинче эпир. Почта ĕçĕнчи çĕнĕлĕхе уйрăм пуçлăхĕсене алла илме пулăшатпăр. Хамăр та вĕренетпĕр. Ху пĕлмесен çынна мĕнле-ха ĕçлĕ канаш пама, асăрхаттарма, кирлĕ пулсан кăштах ятлама пултаратăн; Çавăнпа та çыхăну ĕçĕпе çыхăннă литература яланах ал айĕнче, – терĕ манпа калаçакан.

Çак хушăра пÿлĕме почтамт пуçлăхĕн çумĕ Н.Урослова кĕчĕ.

– Каçарăр та, мана Нина Павловна питĕ кирлĕ. Манăн унпа Шăхасанти почта уйрăмне васкавлăн кайса килмелле, нумайлăха мар, часах çаврăнса килетпĕр, – терĕ вăл.

Вăхăта кĕскетес тесе Нина Павловнан ĕçтешĕсемпе сăмах пуçартăм. Л.Ларинапа Л.Михайлова пĕрле ĕçлекен Н. Басараба çинчен нумай ăшă сăмах каларĕç:

– Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, шанчăклă çын, ырă кăмăллă. Ăна ялсенчи почта уйрăмĕсенче питĕ хисеплеççĕ. Вĕсенче ĕçлекенсене вăл ĕçĕпе кăна мар, усăллă канашсемпе те, сĕнÿсемпе те пулăшать, – терĕ Нина Павловнапа пĕрле 15 çул ытла ĕçлекен Людмила Витальевна.

Н.Басарабан хастар ĕçне Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе, Тав çырăвĕсемпе палăртнă. Нина Павловна Аслă Мамире пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча-çимĕç ÿстерет, часах çĕнĕ çурт туса пĕтерет. Ывăлĕсенчен пĕри Крымра пурăнать, çемье çавăрнă. Кĕçĕнни Канашри сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлет. Нина Павловна кукамай ĕнтĕ, мăнукне çав тери юратать.

Кăçалхи раштав уйăхĕнче Нина Павловна хăйĕн аллă çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак кун унăн килĕ ăшă кулăпа, савăнăçлă шавпа тулĕ, ун ячĕпе нумай çепĕç сăмах, илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика