АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ÇИНЧЕ ĔÇЛЕССИНЧЕН ПАХАРАХ ĔÇ УРĂХ ÇУК

10 октября 2008 г.

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççейре Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявлаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш Республикинче çак професси уявне уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн паллă тăваççĕ. Пĕтĕм Раççейри уяв умĕн çĕршыври аграрин тĕп банкĕн ертÿçи Юрий Трушин Раççейри ялсен хальхи пурнăçĕпе пуласлăхĕ пирки хăйĕн шухăшне палăртма кăмăл турĕ.

– Юрий Владимирович, Раççейри ял хуçалăх банкне патшалăх сакăр çул каялла агропромышленность комплексне кредитпа финанс пулăшăвĕ кÿме йĕркеленĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен професси уявне эсир мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илетĕр;

– Сакăр çул хушшинче банк ялта таварсем туса кăларакансене - çĕр ĕçченĕсенчен пуçласа пăлан ĕрчетекенсем таранах – явăçтарма пултарчĕ. Банк арсеналĕнче ялти заемщиксене финанс ресурсĕсемпе туллин тивĕçтерме пултаракан 30 яхăн кредит программи ĕçлет. Пулă промышленноçне кредитпа пулăшасси те аван аталанать, вăрман хуçалăхне аталантарма та кредитсем пама пуçлатпăр.

Паянхи кун тĕлне аграри тытăмне эпир 750 миллиард тенкĕ хыврăмăр. Сумма пĕчĕк мар. Çапла вара пĕр ÿстермесĕр çакна çирĕплетсе калама пулать: юлашки çулсенче ăнăçлă аталанса пыракан отрасль çĕкленĕвĕнче пирĕн банкăн та тÿпи самаях пысăк.

– Россельхозбанкра мĕнле кредитсем илме пулать;

– Банк кредичĕсемпе çур аки тата вырма ĕçĕсем ирттерме, ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем тума е вĕсене реконструкцилеме пулать. Кредитсем ял çыннисене хăтлă çурт-йĕр çавăрма, тивĕçлĕ пĕлÿ илме, кил-çурта газ кĕртме тата ăна юсаса çĕнетме майсем туса параççĕ.

– Россельхозбанк - ял хуçалăхне 2008-2012 çулсенче аталантарма çирĕплетнĕ Патшалăх программине пурнăçа кĕртмешкĕн хастар хутшăнакансенчен пĕри. Эсир пире малтанхи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарма пултаратăр-и;

– Пилĕк çуллăха палăртнă Патшалăх программине пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлесси паян Россельхозбанкăн стратегилле задачисенчен пĕри пулса тăрать. Кăçал çак программăпа килĕшÿллĕн пирĕн банк панă кредитсен калăпăшĕ 180 миллиард тенке çитрĕ. Танлаштарма – 2006-2007 çулсенче «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме банк 150 миллиард тенкĕлĕх кредитсем уйăрса панă.

Выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсене, ял хуçалăх техникине салука хурса туянма, ял пурнăçĕнчи ытти çивĕч ыйтусене татса пама кредитсем анлăн уйăратпăр. Эпир пĕчĕк агробизнеса – хушма хуçалăха тата фермер хуçалăхне аталантарма пысăк пулăшу кÿретпĕр.

Патшалăх программипе килĕшÿллĕн, икĕ çул хушшинче наци проектне пурнăçлама шанчăклă тÿпе хывнипе пĕрлех уйрăм çынсен хуçалăхĕсене укçа-тенкĕ парса пулăшассипе те активлă ĕçлесе пыратпăр. Çак тапхăрта хушма хуçалăх хуçисене 400 пин тенкĕлĕх кредит уйăрса панă.

Хăш-пĕр чухне банк кредичĕсем ялта кирлĕ пек витĕм кÿмеççĕ тенине илтме пулать. Çапла каланипе пĕртте килĕшместĕп. Çĕршывра паян ял хуçалăхĕ пек кредит ресурсĕсемпе анлă усă куракан урăх отрасль çук. Эпир ял çыннисем патне хамăрăн банк пулăшăвĕсемпе пырсан, вĕсен çирĕп шанăç çуралать.

– Паян хăш-пĕр банксем район центрĕсенче хăйсен офисĕсене хупаççĕ. Эсир вара хăвăрăн уйрăмсене пĕчĕк ялсенче те уçатăр...

– Регионсенчи аталану Россельхозбанкăн хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă. Пирĕн политика никĕсĕ – банк пулăшăвĕсемпе халăха ытларах усă кÿресси, аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене те çав пулăшусемпе анлăн тивĕçтересси.

Халĕ Россельхозбанк филиалсен йышĕпе çĕршывра иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн 1700 филиал. Эпир Раççей Федерацийĕн 78 субъектĕнче ĕçлетпĕр. План тăрăх çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр филиал уçасшăн – Ямалпа Ненец автономи округĕнче.

Ял çыннисем пурăнакан вырăна çывăхраххăн çитсе, çав вăхăтрах эпир вĕсен шанăçне хамăрăн шанчăклăхпа тата уççăнлăхпа çĕнсе илетпĕр. Халĕ Раççейри ял хуçалăх банкĕн 1 миллион та 300 пин ытла клиент.

– Калăр-ха, тархасшăн, сирĕн шутпа, Раççейри агропромышленность комплексне аталантарма тата мĕн тумалла;

– Ытларах тимлĕх уйăрмалла тесе калатпăр пулсан, эпĕ инновацисем хывассине, техника тата технологи модернизацине ĕçе кĕртессине тĕпе хунă пулăттăм. Вĕсем ял хуçалăхĕнче рессурсене перекетлеме тата ĕç тухăçлăхне ÿстерме, ял хуçалăх продукчĕсен конкурентлăхне кирлĕ шая хăпартма май параççĕ. Россельхозбанк ялта тавар туса кăларакансене тĕрлĕ техникăпа оборудованисене салука хурса туянма кредитсем парса, техника хăвачĕпе çыхăннă кăткăс ыйтусене татса пама çăмăллăхсем кÿрет.

Агропромышленность комплексĕнче ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе те ĕçлемелли сахал мар. Кунта эпĕ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха пулăшма, яллă районсене газификацилеме, йăлари тата социаллă пурнăçпа культурăри ыйтусене татса пама кредит пулăшăвĕпе анлăн усă курасси пирки калатăп. Ку тĕлĕшпе эпир те кредит пулăшăвĕсен çĕнĕ çул-йĕрĕсене палăртатпăр.

– Юрий Владимирович, ял çыннисене уяв умĕн мĕн суннă пулăттăр;

– Этемлĕх çĕр çинче ĕçлессинчен пахарах ĕç шухăшласа кăларман-ха. Ял ĕçченĕсене пурне те тайма пуç. Уяв умĕн вĕсене телей, çемьере ырлăх-тивлет сунатăп. Сирĕн ĕмĕт-тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр. Эпир вара сире ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме пулăшса пырăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика