АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЕМИНАРТА НУМАЙ ÇĔННИ ПĔЛЧĔÇ

10 октября 2008 г.

Районти Тĕп культура çурчĕн методисчĕсем Елчĕкре пулчĕç. Вĕсем унта Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн координаципе методика канашĕ вырăна тухса «Елчĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи паттăрлăх клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсен ĕçĕсем» темăпа ирттернĕ семинара хутшăннă.

Елчĕк район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.Александрова культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çак районти паттăрлăх клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсем епле ĕçлесе пыни çинчен Культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова каласа панă. Семинара хутшăннисем Аслă Таяпари культура çуртĕнчи «Çеçен хир» çарпа патриотизм клубĕн ырă ĕçĕсемпе паллашнă тата «Тайфун» çарпа патриотизм клубĕн пурнăçĕпе паллаштаракан мультимедиллĕ презентаци пăхнă.

Семинар вăхăтĕнче çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсенчи çарпа патриотизм клубĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи нумай çĕнĕлĕх çинчен пĕлчĕç. Вĕсен опычĕпе пирĕн районта та усă курма шутлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика