АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВОИН–ИНТЕРНАЦИОНАЛИСТА АСĂНСА

10 октября 2008 г.

Çĕнĕ Шелттем масарĕнче Е.Анисимов воин-интернационалист вил тăприйĕ çине асăну палăкĕ лартнă. Митинга вырăнти шкул директорĕ С.Ерицов уçнă. Вăл Евгенин кĕске, ентешĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă пурнăçĕпе паллаштарнă. Евгенипе пĕрле пĕр полкра службăра тăнисем хăйсен юлташĕн паттăрлăхне аса илнĕ, ашшĕ-амăшне çакăн пек хăюллă, çирĕп кăмăллă ывăл çуратса ÿстернĕшĕн тав тунă.

Митинга çавăн пекех Шелттем шкулĕнче вĕренекенсем, ял çыннисем, Евгенин тăванĕсем, юлташĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вĕри точкăсенче çапăçнă ентешсем, Шупашкартан килнĕ хăнасем хутшăннă. Вĕсем Е.П.Анисимов воин-интернационалист вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă, унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма сăмах панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика