АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂÇ–ТĔМĔ ЛАРТНĂ, ТИРПЕЙ–ИЛЕМ КŸНĔ

10 октября 2008 г.

Асхва ял тăрăхĕнче йывăç лартас енĕпе субботник ирттернĕ. Тăрăх специалисчĕсем, культура тата медицина ĕçченĕсем культура çурчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕрлĕ фрончĕсене пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне хунавсемпе тĕмĕсем лартнă. Темиçе çултан яштака чăрăшсем тавралăха илем кÿрсе тÿпенелле кармашĕç.

Субботника район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров, Асхва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Петров хутшăннă.

Энтрияль тăрăхĕн территорине кĕрекен ялсене санитарипе экологи субботникĕсем йĕркеленĕ. Паттăр ентешсене асăнса лартнă палăк таврашне, воин-афганецсен паркне Энтриялĕнчи культура çурчĕн картишне, Çĕнĕ Пинер тата Хыçалкас ялĕсен центрне тата клуб çумĕнчи парка тирпей-илем кĕртнĕ, тĕмĕсен тăррисене касса тикĕсленĕ. Ял çыннисем хăйсем пурăнакан çуртсен умĕсене тасатса тирпейленĕ.

Çакăн пек субботниксем районти ытти ял тăрăхĕсенче те иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика