АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ЙĔРКЕСЕМ, САЛТАКА КАЙМА ЯТ ТУХАТЬ, ХАÇАТ ÇЫРĂНМАЛЛА, ÇУРТСЕНЕ ĂШĂТМАЛЛА, ПРОДУКЦИ ИЛЕССИНЕ %

08 октября 2008 г.

Тунтикун район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен йăлана кĕнĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ.

«Чăвашрегионгаз» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн абонент пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Захаров çут çанталăк газĕпе усă курмалли çĕнĕ йĕркесемпе паллаштарчĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2008 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 549-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе граждансен коммуналлă-йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме газ тăратмалли правилăсене çирĕплетнĕ. Йышăну кăçалхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Газ тăратмалли хальхи правилăсем вăя кĕриччен тунă килĕшÿсем хăйсен ĕçлев срокĕ тухиччен е вĕсене çĕнĕ килĕшÿпе улăштариччен юридици вăйне сыхласа хăвараççĕ.

Çакна асăрхаттарса хăварни вырăнлă, абонентсен шута илекен приборсен кăтартăвĕсене пĕлтерес тата усă курнă газшăн вăхăтра тÿлес тĕлĕшпе яваплăхĕ ÿсет. Килĕшÿ тăрăх абонент газ паракана счетчик кăтартăвĕсене уйăхăн 25-мĕш кунĕнчен пуçласа юлашки кунĕчченхи тапхăрта пĕлтерме (хăй кайса е телефонпа) тата çак кăтартусене шута илнĕ чухне извещени-квитанцисенче палăртма тивĕçлĕ. Правилисен 31-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, енчен те абонент счетчик кăтартăвĕсене вăхăтра пĕлтермесен иртнĕ расчет тапхăрĕнче усă курнă газ калăпăшне газпа усă курмалли нормативсене тĕпе хурса палăртаççĕ. Енчен те абонент çемйипех уйăхлăха ăçта та пулин тухса кайнă чухне заявлени çырса хăварсан çак нормативсем тăрăх тÿлеттермеççĕ.

Усă курнă газшăн 3 уйăх тÿлемесен е пĕтĕмпех тÿлесе татмасан, договорта кăтартнă оборудованипе килĕшсе тăман газ оборудованийĕпе усă курсан тата ытти сăлтавĕсене пула газпа тивĕçтерессине чарса лартма пултараççĕ. Счетчик кăтартăвĕсене вăхăтра пĕлтерме ÿркенмелле мар, газшăн кашни уйăхрах палăртнă тапхăрта тÿлемелле.

Районти газпа усă куракан абонентсем – 10502. Вĕсенчен 98,3 проценчĕ договорсем тунă. 3 абонент 18 уйăхшăн, çиччĕн 6, виççĕн 3 уйăхшăн тÿлемен. Çурла уйăхĕнче абонентсен 37,5 проценчĕ кăна счетчик кăтартăвĕсене пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн секторĕн заведущийĕ В. Ильин районти ирĕклĕ халăх дружинисем епле ĕçленипе паллаштарчĕ. Хальлĕхе районти 24 ял тăрăхĕсенчен Шăхасанта çеç дружиниксен дежурствисене кирлĕ пек йĕркеленĕ. Вĕсем милици сотрудникĕпе пĕрле обществăлла вырăнсене йĕрке-лĕх хуралне тухаççĕ. Ытти ялсенче канмалли кунсенче каçхине культура çурчĕсене, клубсене, учительсем, культура ĕçченĕсем дежурствăна тухаççĕ. Халăх дружинисен йышне ÿстерме паллах укçа-тенкĕ кирлĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ майсем тупса çак ырă ĕçе вăйлатма тăрăшмалла.

2009 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла пырать. Çакăн çинчен Канашри почтамт пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В. Андриянов каласа пачĕ. Çырăнтару йывăррăн пырать. Вĕрентÿ, медицина, культура учрежденийĕсене, ял тăрăхĕнчен администрацийĕсене 5 изданирен кая мар пырса тăмалла.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Вăл раштавăн 31-мĕшĕччен пырать. Халĕ салтака каякансем çар службинче çулталăк пулĕç. Çак призыв тапхăрĕнче Чăваш Енĕн 2250 çамрăкĕ çар ретне тăмалла. Çав шутран 295-шĕ Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариатĕнчен кайĕ. Вĕсем тивĕçе тĕрлĕ çĕрте пурнăçлĕç: типĕ çĕр çинчи çарсенче те, тинĕс çар флотĕнче те, ракета çарĕсенче те. Çар комиссарĕ Ю. Барышов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ призывра Канаш тата Тăвай тăрăхĕсенчен 190 çамрăк салтак тумĕ тăхăннă. Хальхинче мĕншĕн нумайрах-ха; Халĕ икĕ призывпа çара илнĕ йыш харăсах киле таврăнать: 2 çуллăха тата çулталăк çурăлăха салтака кайнисем.

Иртнĕ çуркунне 3 çул тултарман ачасен ашшĕсене те çара илме пуçланăччĕ. Малашне ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен упăшкисене те, ватă çынсен ывăлĕсене те салтака илеççĕ. Ялта ĕçлекен врачсемпе учительсем валли те çăмăллăх çук. Юрий Витальевич ял тăрăхĕсен администрацийĕсене салтака кайма ят тухнă çамрăксене çар комиссариатне ярас ĕçе тивĕçлĕ вырăна хума ыйтрĕ.

Хутса ăшăтмалли сезон пуçланчĕ. Урамра хĕвел пăхать пулин те ирпе каç самаях сулхăн. Районти тĕп больницăра, унăн участокĕсенче, фельдшерпа акушер, медицина пункчĕсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче ăшă та хăтлă. Ялти медицина учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех. Çакăн çинчен район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова тата райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев пĕлтерчĕç. Культура çурчĕсемпе клубсенче вара лару-тăру урăхларах. Социаллă аталану пайĕн культура енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ В.Чебукова пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсем тума укçа-тенкĕ çулталăк пуçламăшĕнчех уйăрнă пулин те хăш-пĕр культура учрежденийĕсем халĕ те хĕле хатĕр мар тесен пĕртте йăнăш пулас çуккăн туйăнать. Çак кирлĕ ĕç çине çиелтен, яваплăха туймасăр пăхакан ял тăрăхĕсен администрацийĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хытах асăрхаттарчĕ, çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме хушрĕ.

Район администрацийĕн бухгалтер учечĕпе отчетлăх секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Семенова ял тăрăхĕсем тата райадминистраци хушшинчи килĕшĕве кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле пурнăçланин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Нина Ивановна сĕт, аш-какай, ÿсен-тăран продукчĕсем туса илессин аталанăвне цифрăсемпе çирĕплетсе пачĕ, малта пыракан хуçалăхсене мухтарĕ, начар ĕçлекенсене хурларĕ. Уйрăмах районта мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ чакса пыни самаях шутлаттарать. Çав хушăрах сурăхсемпе качакасем, кайăк-кĕшĕк тытакансем хушăнса пыни – лайăх пулăм.

Ларăва пынисем Сухайкасси тата Карăклă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем З.Ивановапа В.Никоноров суйлавçăсем панă наказсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа панине итлерĕç.

Юлашки сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Софроновăн пулчĕ. Вăл ларура кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнса пурнăçа кĕртме тытăнмалли çинчен каларĕ. Владислав Васильевич Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Правительство членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура каланă сăмахсем çинче чарăнса тăчĕ. Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, производствăна пĕлсе йĕркелени, техникăпа, удобренисемпе, ытти ресурссемпе пĕлсе тата тухăçлă усă курни пĕрер миллион тонна çĕр улми, тĕш тырă туса илме май парĕ. Çак енĕпе пирĕн районăн та çĕнĕ тĕллевсем палăртмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика