08 октября 2008 г.
Учительсен кунне халалласа Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн акт залĕнче савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç. Ăна илемлĕ юрă-сăвăпа çамрăк артистсем уçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов юлашки çулсенче вĕрентÿ сферинче наци проектне пурнăçа кĕртес, ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас енĕпе нумай ĕç тунине, пирĕншĕн кашниншĕн учитель пурнăçăн уйрăм тапхăрĕнче тĕп çынсенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕ. Халĕ шкулта инноваци технологийĕсем пурнăçа активлă кĕрсе пыраççĕ, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма конкретлă мерăсем йышăнаççĕ, учительсен професси ăсталăхĕ ÿсет. Уява килнисене Владислав Васильевич районăн экономика тата социаллă пурнăç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, аслă ăрури учительсене обществăшăн тата пирĕншĕн нумай ырă ĕç тунăшăн тав турĕ, педагогсене пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пуçтарăнчăклă, тав тăвакан вĕренекенсем сунчĕ.
Çакăн хыççăн вĕрентекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев ăшă та ырă сăмахсемпе саламларĕ.
– Пирĕнтен кашниех хăйĕн пĕрремĕш учительне ас тăвать, вăл – ялан чи çывăх çынсемпе юнашар, ăста наставник. Пурнăçри кăткăс лару-тăрура эпир учителĕн ăслă сăмахĕсене, ĕмĕрлĕхех асра юлнă урокĕсене аса илетпĕр. Паян вĕрентекенĕн хăйĕн предметне лайăх пĕлнисĕр пуçне информаципе коммуникацин çĕнĕ технологийĕсене алла илмелле, ачасене пурнăçра тĕрĕс те тивĕçлĕ йышăну тума, çав йышăнушăн яваплă пулма вĕрентмелле. Вĕрентÿ учрежденийĕ пĕлÿ, ăс-хакăл, пултарулăх çăлкуçĕ пулса тăмалла, – тесе вĕçлерĕ Юрий Серафимович.
Уявра çамрăк ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă учительсен ушкăнне «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕç отличникĕ» паллăпа наградăларĕç. Вĕсем – Катек вăтам шкулĕн биологи тата географи учителĕ А.Германова, Янкăлч вăтам шкулĕн пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен преподавателĕ Н.Егоров, Çеçпĕл вăтам шкул директорĕ А.Петров, Чакаç вăтам шкулĕн истори учителĕ З.Сорокина, Шăхасанти «Искорка» садик заведующийĕ С.Степанова тата Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн физкультура учителĕ М.Федоров. Физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн, вĕрентÿпе тренировка тата воспитани ĕçĕнче нумай çул ĕçленĕшĕн «Космонавт» лагерĕн физкультура инструкторне В.Долгова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти парса чыс турĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине çаксем тивĕç пулчĕç: В.Васильева (Кăшнаруй шку-лĕ), Т.Герасимова (Сиккасси), Е.Игнатьевапа Е.Кириллова (Шăхасан), Л.Игнатьевапа Р.Сергеева (Вырăскас Пикших), Т.Егорова (Çĕнĕ Чалкасси), М.Петрова (Янкăлч), Н.Самойлова (Уçырма), А.Тарасов (Вăтапуç), Н.Фролов (Атнаш).
Вĕрентекенсен ячĕпе педагогика ветеранĕсем – чылай çул районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ Н.Севастьянов тата Ачча ялĕнче пурăнакан, ачасене вырăс чĕлхи тата литератури вĕрентнĕ М.Ефремова тухса калаçрĕç.
Вырăскас тата Уçырма вăтам шкулĕсенче вĕренекен ачасем пысăках мар концерт лартса пачĕç. Тĕрлĕ çулсенче шкул пĕтернисем хăйсен юратнă учителĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн хитре кăна юрăпа тав турĕç.