АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАТĂСЕМ УЯВПА КĂМĂЛЛĂ ЮЛЧĔÇ

08 октября 2008 г.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне паллă турĕç. Ватă çынсене ытларах тимлĕх уйăрас тĕллевпе çак куна 1990 çулхи раштав уйăхĕнче ООНăн Генеральной Ассамблеи йышăнса çирĕплетнĕ пулнă. Çула çитнĕ çынсен пурнăçĕпе кăсăкланасси тата вĕсене пулăшса пырасси патшалăхăн тĕллевлĕ ĕçĕсенчен пĕри шутланать. Ватăсенчен чылайăшĕ – хаяр вăрçăсен ветеранĕсем, вĕсем пурте тенĕ пекех хуласемпе заводсем çĕкленĕ çĕре хутшăннă, çăкăр çитĕнтернĕ, экономикăна çирĕплетнĕ. Çитĕнекен ăрушăн вĕсем яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулса юлаççĕ.

Çеçпĕл ялĕнчи ветерансен çуртĕнче пурăнакансем район хăнисене ирех кĕтрĕç. Çак çурта çавăн пекех çывăхри ялсенче пурăнакан ватăсем те пуçтарăнчĕç. Пуçтарăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕ, районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ырлăх-сывлăх тата вăрăм кун-çул сунчĕ. Владислав Васильевич çавăн пекех пирĕн правительство ватăсен тĕлĕшĕпе ООН палăртнă Принцыпсене çирĕп пăхăнса ĕçленине те палăртса хăварчĕ. Ватăсене çак кун çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г. Васильев та саламларĕ. Районти культура çурчĕн «Ылтăн пучах» коллективĕн юррисем кинемейсемпе мучисен кăмăл-туйăмне пушшех те çĕклерĕç. Вĕсем ватлăхра хăйсене манманшăн хăнасене чунтан-чĕререн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика