АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРИСЕМ – ТĔШ ТЫРĂ, ТЕПРИСЕМ ХЫТ-ХУРА ÇИТĔНТЕРЕÇÇĔ

08 октября 2008 г.

Пушă выртакан çĕрсене районта ĕçе кĕртме пуçларĕç пулин те суха касси курман лаптăксем пирĕн тăрăхра çав-çавах пур-ха. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра 2010 çул тĕлне кашни тăваткал метр çĕрпех тухăçлăн усă курма тытăнмалла. Канаш енре паянхи куна 12772 гектар çĕрпе усă курмаççĕ. Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвне тĕпе хурса «Весна», «Исток», «Нектар», «Ямашевская» АФ, «Сеспельское», «Мотор» АФ, «Олимп», «Флора-дизайн», «Мария», «Сормовский», «Пинер», Хучель», «Победит», «Агат», «Родина» хуçалăхсем инвесторсем пулса пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕсене чакарса пырассипе тимлеççĕ. Кăтартăвĕсем чăнласах та аван вĕсен. Енчен те кăçал планпа 3277 гектар çĕре ĕçе кĕртмелле пулнă пулсан, инвесторсем районта ку ĕçе 3925 гектар çинче туса ирттернĕ, планăн 119,8 проценчĕ. Çурхи тата кĕрхи культурăсене акса хăварасси те планпа палăртнинчен ытларах пулса пынă.

Цифрăсене пăхсан пушă выртакан лаптăксем çитес вăхăтра ешĕл те парка калчапа витĕнмелле пек, анчах та хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем инвестăрсем валли каллех хушма ĕç тупса пачĕç. Суха касси курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе ĕçлекен ятарлă комисси кăçалтан ака-суха ĕçĕсем тума пăрахăçланă лаптăксене районта тата та тупса палăртнă. Кунта Ямаш, Асхва тата Карăклă тăрăхĕсенче пурăнакансем наянланни сисĕнет. Крупская ячĕллĕ ЯХПКра çум-курăк ашкăракан çĕрсен лаптăкĕ 500 гектар йышăнать (ÿкерчĕкре). Хуçалăхра тăрăшакансем кăçал çурхисене 60 гектар çинче çеç акса туса илнĕ, кĕрхисене 50 гектар çинче акса хăварма планланă пулин те палăртни пĕр тăваткал метр çинче те пурнăçа кĕмен. Крупская ячĕллĕ ЯХПКра çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакса пыни те палăрать. Малалла та кун пек кайсан хуçалăх арканасси те инçех мар. Ун чухне хыт-хура 500 гектар çинче çеç мар, лаппипех пусса илес хăрушлăх та пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика