03 октября 2008 г.
Л.Григорьева Вăтапуç вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине ертсе пырать. Педагогикăра вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшать. Çак профессие Людмила Порфирьевна Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе алла илнĕ. Унччен маларах Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Ачасен пĕлÿ шайне ÿстерессипе Вăтапуç шкулĕнче Л.Григорьева 2002 çултанпа тăрăшать. Маларах вăл Яманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçленĕ. Людмила Порфирьевна вĕрентнĕ ачасем тăтăшах районта тата республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăннă, унтан пысăк çитĕнÿсемпе таврăннă.
Л.Григорьева вĕрентекен шкул пурнăçĕнче те хастар. Нумаях пулмасть вăл районта И.Яковлевпа К. Иванова халалласа йĕркеленĕ фестивальте уçă урок панă, унăн урок материалне ĕçтешĕсем пысăка хурса хакланă. Людмила Порфирьевна çавăн пекех спортпа та туслă, районта волейбол тата шашка вăййисемпе ирттерекен турнирсене час-часах хутшăнса çитĕнÿсемпе палăрать. Çĕртме уйăхĕнче районти шкулсем хушшинче ирттернĕ туристсен слечĕнче Вăтапуç команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, пĕрре-мĕш вырăна районти вĕрентÿ управленийĕн ушкăнĕ тивĕçнĕччĕ.
Професси уявĕ ячĕпе саламланă май Людмила Порфирьевнана ĕçре çитĕнÿсем, пурнăçра телей тата ăнăçу сунатпăр.