03 октября 2008 г.
Нумаях пулмасть районта ял хуçалăхĕ валли уйăрнă çĕрсемпе тухăçлă усă курас ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăх ертÿçисем тата инвесторсем хутшăнчĕç. Канашлăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев ертсе пычĕ.
Пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров ял хуçалăх çĕрĕсене ĕçе еплерех кĕртсе пынипе паллаштарчĕ. Эдуард Валентинович пĕлтернĕ тăрăх, кăçал планпа 3277 гектар çĕре акса-лартма хатĕрлемелле пулнă, районта ку ĕçе 3925 гектар çинче туса ирттернĕ, планăн 119,8 проценчĕ. Çуркунне çавăн пекех 1150 га çинче ака ĕçĕсем туса ирттернĕ, кĕрхисене 2775 га çинче акса хăварнă. Планпа пăхсан: çуркунне 650 га çинче ака-суха ĕçĕсене туса ирттерме палăртнă (176,9 проц.), кĕркунне – 2627 га (105,6 проц.).
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех ку енĕпе хастар ĕçлесе пыракан хуçалăхсене те палăртса хăварчĕ. «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕх, сăмахран, пушă выртакан 2310 гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ, çуркунне – 460 га, кĕркунне 850 га акса хăварнă. «Ямашевская» агрофирма 410 гектар сухаласа хатĕрленĕ, 292 гектар çине килес çулхи тухăç никĕсне хывса хăварнă. «Нектар» пĕрлĕх 96 гектар çĕре хатĕрлесе акнă. «Победит» тата «Пинер» пĕрлĕхсем те ку енĕпе пысăк кăтартусемпе ĕçлесе пынă.
Анчах та çав вăхăтрах районта япăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракансем те пур, «Исток» пĕрлĕх, сăмахран, Янкăлч ял тăрăхĕнче 25 гектара çеç ĕçе кĕртсе хăварнă, Шаккăл тăрăхĕнче «Весна» пĕрлĕх ку ĕçе 60 гектар çинче çеç пурнăçланă. Вăтакас Кипеч, Ăвăспÿрт Кипеч тата Сухайкасси ял тăрăхĕсенче ял хуçалăхĕ валли уйăрнă çĕрсене хыт-хураран тасатма тытăнман та. Куншăн вырăнти ертÿçĕсенчен çирĕп ыйтĕç паллах.
Канашлу хыççăн ятарлă комисси çĕрсене ĕçе еплерех кĕртсе пынипе вырăна тухса паллашнă. Вĕсем «Канаш», «Мотор», Крупская ячĕллĕ хуçалăхсене тата Янкăлч, Ачча, Кăшнаруй ял тăрăхĕсене çитсе килнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче кăçалтан ака-суха тума пăрахăçланă 1557 гектар çĕре тупса палăртнă. «Мотор» ЯХПКра пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕсем 600 гектар Крупская ячĕллĕ хуçалăхра – 500 га, «Янишево» пĕрлĕхре 457 га йышăнаççĕ.