03 октября 2008 г.
Пирĕн вĕрентекенĕмĕр ырă кăмăллă, кăвар чĕреллĕ, ылтăн алăллă, чунĕпе яланах çамрăк, кашни ачан чĕринех хĕвел шевли кĕртме пултаракан çын. Вăлах хăйĕн юратăвĕпе, ăшшипе, ăс-тăнĕпе пĕчĕк чуна ура çине çĕклет, пурнăç çулĕ çине тухма çунат парнелет.
Людмила Александровна Орлова ăс-тăн вучахĕ умĕнче 36 çул тăрса пин-пин ачана пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Тăван амăшĕ вырăнне пулса кашни ачан чунне ăнланса ăшăтма тăрăшнă. Ачасен савăнăçĕ – унăн савăнăçĕ, ачасен телейĕ те унăнах пулнă. Кăçал Л.Орлова 60 çул тултарчĕ (ÿкерчĕкре варринчи). Уяв ячĕпе ĕçтешĕсем саламларĕç, хăй вĕрентсе кăларнă ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен телефонпа шăнкăравласа ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕре сума суса ялти культура çуртĕнче тĕл пулу каçĕ йĕркелерĕç. «Ятлă çынна ял савать», – тесе ватăсем ахальтен каламан пулĕ. Л.Орлова халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Вăл 1948 çулхи çу уйăхĕнче Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çуралнă, хут çине унăн ятне çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăна çырнă. Çĕнĕ Чалкассинчи 8 класс вĕренмелли шкула Людмила «5» паллăсемпе кăна пĕтернĕ. 1963 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен çамрăк специалиста Хĕрлĕ Чутай районне ĕçлеме янă. Унта вăл пулас мăшăрĕпе Николайпа паллашнă, кĕçех çемье чăмăртанă.
Çĕнĕ Чалкасси шкулĕн директорĕ Н.Алексеев пултаруллă çамрăксене тăван шкула йыхăрнă. Л.Орлова çапла Иккĕмĕш Хурамалти пуçламăш шкулта ĕçлеме пуçланă.
1970 çулта вăл Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Çав çулхинех çамрăк педагога Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме шанса панă.
Çут çанталăк хĕрарăма сăпайлăх, ачашлăх, çав вăхăтрах паттăрлăх та парнеленĕ. Çакăн пек çирĕп те пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсенчен пĕри – Л.Орлова. Людмила Александровна вĕрентекенĕмĕр паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.