АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТНĂ ВĔРЕНТЕКЕН

03 октября 2008 г.

Вĕрентекен тесессĕнех куç умне çутă тĕнчери ăшă та çутă хĕвел евĕр илемлĕ сăнар тухса тăрать. Учитель ĕçĕ йывăр, анчах та пархатарлă. Вĕрентекен чун-чĕринче çепĕçлĕх, ырă кăмăллăх тата çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх упранать.

Ахальтен мар-тăр шкула – иккĕмĕш кил, учителе иккĕмĕш анне теççĕ. Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче вĕрентекенĕн тÿпи пысăк.

Пĕрремĕш учителе вара ĕмĕрне те манас çук. Акă, вăл сана алран çавăтса класа илсе кĕрет. Пĕчĕк те черченкĕ пÿрнесене пĕрле çирĕп тытса хитре çырма хăнăхтарать. Тĕлĕнмелле, кайран, кăштах вăхăт иртсен, нимĕн те пĕлмен ача инженер е ăсчах пулса тăрать.

Вĕрентекен – ырă чунлă, кашнинех çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама пултаракан çын. Юратнă вĕрентекен вара кашни ачанах пур. Ахальтен мар пĕрремĕш учитель сăнарне е хăй кăмăллакан предмет ертÿçине нумайăшĕ хăйсен чун-чĕринче чылайччен упраççĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçне ырăпа çеç асăнаççĕ.

Чи юратнă учитель манăн та пур, Надежда Егоровна Петрова пире кĕçĕн классенче вĕрентнĕ. Пĕрре-мĕш хут класа кĕрсе парта хушшине ларнине, çĕнĕ тус-юлташсемпе паллашнине, вĕрентекен пирĕн çине ăшă куçсемпе пăхнине паянхи пекех ас тăватăп. Надежда Егоровна юрра-ташша та питĕ ăста. Пире вăл хамăра сцена çинче еплерех тытмаллине вĕрентетчĕ, тăтăшах хавхалантаратчĕ.

Юратнă вĕрентекенĕм, тавтапуç сире пире çырма-вулама вĕрентнĕшĕн. Сире професси уявĕ çывхарса килнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика