03 октября 2008 г.
Çын хушшинче çын пек пурăнасчĕ, тенĕ ваттисем. Çынлăх, ыр кăмăллăх туйăмĕсене пире çутçанталăк парнеленĕ-çке. Мĕнле ачаш та ырă чунлă пĕчĕкçĕ пепке. Хăйне мар, кушак çурине çапсан та шеллесе йĕрет вăл, хурт-кăпшанкă çине те ăшă куçпа пăхать. Хăйне кун çути парнеленĕ амăшне те ытараймасть. Анчах та ÿснĕçемĕн çутçанталăк панă ырлăха темшĕн çухатса пыратпăр эпир; Çак туйăм ачаранах ан мăкалтăр, ÿснĕçемĕн çивĕчленсе пытăр тесе тăрăшать çиччĕмĕш класс ертÿçи Валентина Георгиевна Сергеева.
«Çынна сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан», – тесе вĕрентет вăл пире. Ыр кăмăллăх акцийĕсене те час-часах хутшăнатпăр эпир. Пире пĕчĕккисем те савăнсах кĕтеççĕ, аслă ăру та хапăлласах йышăнать.
Нумаях пулмасть, акă, ваттисен кунĕпе Евдокия Константиновна Исакована саламларăмăр. Ытла та йывăр шăпа пÿрнĕ кинемене. Вăрçă синкерне вăл пĕчĕк ачаллах тÿснĕ. 13 çулта чухне аслисемпе пĕрле чукун çул çинче ĕçленĕ. Ватлăхра та пурнăçĕ ăнман Е.Исакован, 1986 çулта унăн çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Çакăн хыççăн вăл Янкăлч ялне хĕрĕ патне куçса килнĕ. «Тавах, ачамсем пăрахмарĕç», – тет кинемей. Кăçал вăл саккăрмĕш теçетке тултарчĕ. Çулĕсене пăхмасăр чăваш хĕрарăмĕ алă усса лармасть, кил-çурта тирпейлет, ал ĕç тăвать.
Пире, ачасене, Етук кинеми яланах тарават. Малтанах шкулти ĕç-пуç çинчен ыйтса пĕлет вăл. Ватă çынна пулăшма эпир яланах хатĕр.