01 октября 2008 г.
Ăшă тата типĕ кунсенче тавралăха тасатса тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемелли чи меллĕ вăхăт. Çакна районта пурăнакансем те асра тытаççĕ. Нумаях пулмасть район администрацийĕн ятарлă ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Ачча, Пайкилт, Чакаç тата Янкăлч тăрăхĕсенче Ял администраци тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕ иртрĕ.
Мероприяти яланхи пекех икĕ пайран иртрĕ. Пĕрремĕш пайĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата структурăлла подразделенисен ертÿçисем çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенчи культура, суту-илÿ, сывлăх-сыхлав учрежденийĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕç. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни ял тăрăхĕнчех тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ятарлă йĕрке пăхса тухса çирĕплетнĕ.
Çак йĕркепе килĕшÿ-ллĕн районта урамсене çÿп-çапран тасатса йĕркене кĕртессипе кунсеренех çине тăрса ĕçлеççĕ. Йăла çурчĕсенче ĕçлекенсем хăйсен учрежденийĕсем çумĕнчи тата çулсем хĕрринчи хыт-хурана çулса пуçтараççĕ, кану паркĕсемпе скверсене тасатса йĕркене кĕртеççĕ.
Вырăнти лару-тăрупа курса паллашнă хыççăн ĕçлĕ ушкăн семинар-канашлăва пуçтарăнчĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ. Канашлура вĕрентÿ, культура тата сывлăх-сыхлав учрежденийĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитерессине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăра районта çу уйăхĕнчех хатĕрленме пуçăннă. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе ятарлă постановление алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю. Алексеев пĕлтернĕ тăрăх пĕлÿ учрежденийĕсенче палăртнă пур ĕçе те ятарлă графикпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртнĕ.
Канашлу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов тавралăха тирпей-илем кĕртессипе палăртнă йĕркене вырăнти пуçлăхсемпе ертÿçĕсене çирĕп пăхăнса пыма ыйтса каларĕ. Çавăн пекех ку енĕпе япăх ĕçлекенсене те питлесе хăварчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов «тирпейсĕр» ертÿçĕсене вырăнти çитменлĕхсене кĕске вăхăт хушшинче пĕтерме ыйтса каларĕ. Канашлу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех наци проекчĕсем çинче тата ЧР Президенчĕн тĕллевлĕ Указĕсем пирĕн районта еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинче чарăнса тăчĕ.