01 октября 2008 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнĕ Шелттем ялĕнче СССР спорт мастерĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.Красновăн парнисемшĕн хăвăрт утакансем кăçалхипе Х хут тупăшрĕç. Çак ăмăрту Çĕнĕ Шелттемре ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ хута кайнăранпа çулсерен иртет. Кăçалхи спорт мероприятине уçма Чăваш Республикинчи патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов тата уявăн ят йĕркелÿçи В.Краснов тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.
ЧР физкультурăпа спорт министрĕ А.Николаев çамрăк ăрăва хăвăрт утассипе пысăк ăсталăх парса çитĕнÿсем тума пулăшакан тренерсене, спорт ветеранĕсемпе специалистсене тав сăмахĕ каларĕ. Старта тухакансене вара малти вырăнсене йышăнма ăнăçу сунчĕ. Спортсменсене çавăн пекех уява килнĕ хăнасем те ăшшăн саламларĕç.
Ăмăртăва республикăри хуласемпе районсенчен икçĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ. Хăвăрт утакансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни савăнтарать.