26 сентября 2008 г.
Ватă çынсене кил-хуçалăхри ĕçсене туса пыма питех те йывăр. Тата çавăн пекех чирлесси те пулать. Юлашки вăхăтра çула çитнĕ пĕччен арçынсемпе хĕрарăмсене килĕсенче социаллă пулăшупа тивĕçтерме пуçларĕç. Çак тĕллевпе вĕсем çумне ятарлă социаллă ĕçчене çирĕплетеççĕ. Вăрман Енĕш ялĕнче пурăнакан Е.Петрован та социаллă пулăшуçă пур. Елизавета Филипповна 1936 çулта çуралнă, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ.
Халăха килĕсенче социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай заведующийĕ Е.Дубова социаллă ĕçченсем ватăсене еплерех пулăшса пынине хаклама тăтăшах вырăна тухса паллашать. Е.Петрова пулăшуçăпа кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Социаллă пулăшу ĕçченĕ ватă асаннен тайăлса кайнă хÿмине юсанă, çĕрешнĕ юпасене улăштарнă, сарай тăррине витсе çĕнетнĕ, мăрьене тасатнă, тăтăшах шыв кÿрсе килсе тăрать.