26 сентября 2008 г.
Елизавета Ивановна Шоркина çак кунсенче 74 çул тултарать. Вăл Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шăхасан ялĕнче пурăнать. Е.Шоркина Çĕрпÿри библиотекарьсен техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1956 çулта ăна тăван Тăвай районне ĕçлеме янă. 1961 çулта Елизавета Ивановнана пирĕн районти библиотекăна куçарнă. Чылай çул хушши вăл районти библиотекăна ертсе пынă, унччен маларах библиотекарь тата вулав залĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Культура сферинчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 44 çулпа танлашать.
1987 çулта Елизавета Ивановнана "Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята парса чысланă. Вăл район тата ял пурнăçĕнче те хастар. Е.Шоркинана Шăхасан ял тăрăхĕн депутатне тата хĕрарăмсен канашĕн председательне те суйланă. Ăна ялта кăна мар, районта та хисеплеççĕ. Елизавета Ивановнана Шăхасан ялĕнче пурăнакансем çывхарса килекен çуралнă кунпа чун-чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, телей тата канлĕ ватлăх сунаççĕ.