АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ТĂРĂХĔСЕНЧЕ «ÇАВРА СĔТЕЛ» ЙĔРКЕЛЕНĔ

26 сентября 2008 г.

Сывлăхĕ хавшанăран, ĕçлес хăват чакса пынăран пенси çулĕнчи çынсене ĕç рынокĕнче питех хапăл тусах йышăнмаççĕ. Çавна май çула çитнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем хăйсене çĕр çинче ытлашши çынсем пек туйма тытăнаççĕ. Çакă ватă çыннăн психики çине питех те пысăк витĕм кÿрет, вĕсем час-часах чирлеме, часрах ватăлма пуçлаççĕ. Çула çитнĕ çынсене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе районта ятарлă комплекслă мерăсем йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн ватăсене психологи тĕлĕшĕнчен тата социаллă пулăшу кÿреççĕ, культура учрежденийĕсене пуçтарса чыслаççĕ.

Ватă çынсене кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене вырăна тухса татса парас тĕлĕшпе çак кунсенче ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В.Михайлова тата пенси фончĕн представителĕ Янкăлч, Чакаç, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсенче «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче пуçтарăннисем пенсипе тивĕçтерессипе тата ăна тепĕр хут шутласа парассипе интересленнĕ. Ветерансене эмелпе тивĕçтерес ыйту кăсăклантарнă. "Çавра сĕтел" йĕркелÿçисем кашнин ыйтăвĕ çинех тивĕçлĕ хуравсем панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика