АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ ЯЛА – АСФАЛЬТЛĂ ÇУЛ

26 сентября 2008 г.

Çак кунсенче пирĕн районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев ĕçлĕ çул-çÿревпе пулчĕ. Канаш çĕрĕ çинче ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ В.Степанов тата Шуркассипе Энтрияль ял тăрăхĕнче пурăнакансем кĕтсе илчĕç. Вĕсем «Çĕрпÿ – Ульяновск» – Шуркасси – Тури Сурăм – Зеленовка (3,6 км) тата «Çĕрпÿ – Ульяновск» – Энтрияль – Матькасси (1,6 км) автоçула уçнă çĕре хутшăнчĕç (ÿкерчĕкре). Çак çул ялсене çыхăнтарнипе пĕрлех республика шайĕнчи трасса çине тухма та майсем туса пачĕ. Строительство ĕçĕсене «Чăвашавтодорăн» Канашри филиалĕн подрядлă организацийĕнче тăрăшакансем туса ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çак автоçула пысăк пахалăхлă хатĕрсене тата çĕнĕ технологие усă курса вăя кĕртнине палăртрĕ. «Яла бизнес тата инвестицисем валли çул уçăлчĕ», – пĕлтерчĕ Владислав Васильевич çул-йĕрпе район çыннисене типтерлĕн усă курма ыйтса.

Çак савăнăçлă лару-тăрăва вырăнта пурăнакансем тахçанах кĕтнĕ. Хытă сийлĕ çула хута янă хыççăн халĕ шкул автобусĕн çĕнĕ маршрутне уçма майсем пур. Подрядлă организацин ертÿçи М.Ильин ялта пурăнакансене çак паллă пулăмпа саламларĕ. Вырăнта пурăнакансен ячĕпе Энтрияль ял тăрăхĕн депутачĕ М.Андреева тав сăмахĕ тухса каларĕ. Президентăн ятарлă программипе килĕшÿллĕн асфальтлă çулсем инçетре вырнаçнă пĕчĕк ялсем патне те çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика