АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ... ХАÇАТСĂР КООПЕРАЦИ ÇУК

26 сентября 2008 г.

Пирĕн «Çырăнтару-2009» экспедици хăйне евĕр кăсăк тĕслĕхпе пуçланчĕ. Районти «Канаш ен» хаçатăн тĕп редакторĕ тата «Российская кооперация» хаçатăн яланхи авторĕ Александр Владимиров, хăй çине фоторепортерăн яваплă тивĕçне илнĕскер, хулана пырса кĕнĕ чухне машинăна чарма ыйтрĕ, çав самантрах чаплă кадр пуласса пĕлтерчĕ: куртка кĕсйинчен фотокамера кăларчĕ те вăл çул хĕррипе танлăн пыракан хурсен карти енне васкарĕ. Хаваслă кăмăлпа таврăнчĕ каялла, мана, ял пурнăçĕпе çыхăнсах кайман çынна, çапла пĕлтерчĕ: «Пăхăр-ха, хурсем тÿррĕнех почтăна васкаççĕ. Почтăна çитсен, çакă мĕне пĕлтернине хăв та туйса илĕн».

Чăнах та, тепĕр темиçе минутран, Канашри почтамта çитсен, çак калаçу тупсăмĕ часах паллă пулчĕ - çырăнтару уйрăмĕнче пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Елена Шемахина ведомоçа уçрĕ те пире цифрăсемпе ăнлантарса пачĕ: «Российская кооперация» пĕрремĕш вырăнта – ăна 475 вулакан çырăнса илнĕ. Ун хыççăн, чылай кая юлса, Раççейри чи нумай тиражлă «Аргументы и факты» пырать. Ку издание 354 вулакан çырăнма кăмăл тунă. «Российская газета» хаçата çырăннисем – 89-ăн, «Комсомолкăн» - 34 подписчик, çĕршыври ятлă-сумлă «Известия» хаçата вара пĕр вулакан кăна çырăннă.

Пирĕн хаçат вулакана мĕнпе тыткăнлать-ха;

Çакăн пирки Владимир Мясниковпа калаçатпăр. «Российская кооперация» хаçат тухма пуçласан ăна чи пирвайхи номертен çырăннă та вăл, паянхи кун та унпа туслă çыхăнăва çухатмасть. Ветеранăн кооперацири пайщик стажĕ 58 çулпа (!) танлашать. Нумай çул педагогикăра вăй хунă, шкул ачисене кăткăс наука дисциплинисене – физикăпа математика вĕрентнĕ. Владимир Дмитриевич кулленхи пурнăçра тата ĕçре «алгебра килĕшÿллĕхĕпе палăртса çирĕплетнĕ» шухăшсен çирĕп тĕрĕслĕхĕпе кăтартулăхне тĕп вырăна хурать.

– «Российская кооперация» хаçатра отрасльти кăна мар, пĕтĕм обществăри çивĕч темăсене сăнлакан материалсенче те, палăртсах калатăп, çăмăлттай, вылянчăк ăслă шухăш çук, кашни тĕрленчĕкре тата статьяра ĕнентерÿллĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ сюжета вулама та кăмăллă, – тет вăл. – Пĕр паллă журналист питĕ тĕрĕс формула тупса кăларнă: кам лайăх шухăшлать, çавă лайăх çырать. Çĕршыври кооператорсен эпир кăмăлласа вулакан тĕп хаçачĕн кашни номерĕнче эпĕ çакна çирĕплетекен материалсем тупатăп.

Сăмах май, юлашки икĕ çулта хаçатра пичетленекен хайлавсенчен уйрăммăн палăртса хамăн ĕçтеш-вулакансене Смоленск тата Калининград Митрополичĕ Кирилл çырнă статьясен ярăмне вуласа пыма сĕнетĕп. Ку автор шухăшсен уçăмлăхĕпе тата çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать, çавăнпа питĕ ăслă-тăнлă публицист тесе хаклатăп ăна.

Хаçата, ман шутпа, мĕн çитмест-ха; Влаçпа калаçнă чухне тапăнулăх тата тавлашулăх. «Кооперация и власть» рубрика тепĕр чухне çав влаçăн кăлтăкĕсене тăрă шыв çине кăларас вырăнне унăн ырлавçи пек пулса тухать. Пĕлетпĕр вĕт-ха, чылай чухне коопераци шăпах влаçран хăйне тивĕçлĕ тимлĕхе кĕтсе илеймест. Çав вăхăтрах вара коопераци представителĕсем влаçăн тĕрлĕ шайĕнче лараççĕ – вырăнти хăй тытăмлăхран пуçласа Патшалăх Думи таранах. Йышĕ те пĕчĕк мар вĕсен. Çак ресурса туллин ĕçе кĕртмелле.

Ыйту шухăш-шăнăрне Владимир Мясников тепĕр сумлă экспертран та кая мар чухлать: вăл хăй районти влаç тытăмĕнче чылай çул ĕçленĕ – суту-илÿпе тата потребительсен кооперацийĕпе çыхăннă ыйтусемпе тимленĕ. Манпа калаçаканăн педагогика карьеринче çакнашкал «пăрăнăç» та пулнă.

... Шăхасанти универсамра тавар çÿлĕкĕсем çумĕнче вăтам çулсенчи хĕрарăм «Российская кооперация» хаçат подшивкине интересленсе сирет. Паллашатпăр. Роза Ивановна Кошкина, ветеринари фельдшерĕ. Периодика изданийĕсенчен районта тухса тăракан «Канаш ен» хаçата кăна çырăнса илет. Магазина час-час килсе çÿрет, кĕçнерникуна вара пĕрре те сиктермест. Çав кун пайщиксен кĕтесĕнчи «Российская кооперация» хаçат подшивкине çĕнĕ номер хушăнать. Роза Кошкина кунта Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери событисемпе паллашать, кооператив пурнăçĕнчи хыпарсене вуласа пĕлет. «Подворье» рубрикăна мухтать – материалĕсем витĕмлĕ. Спорт тематики çине тиркевлĕн пăхать: ăна телевизорпа та тăтăшах кăтартаççĕ, халăх, ял спорчĕ çинчен çырни вара сахалтарах...

Хĕрарăм-вулавçăсен кăмăл туртăмĕ самай анлă тата тĕрлĕ енлĕ. Канашри райпо правленийĕн тĕп çырăнтаравçи Зоя Владимирова чун ыйтнипе «Женский клуб» страницăна вулать («Женское счастье» тет вăл çав полосана). Кулинари рецепчĕсене тимлĕхсĕр хăвармасть, хăшĕ-пĕрисемпе вырăнти общепитăн поварĕсене усă курма сĕнет – апат-çимĕçне хатĕрлесен хаçатра çырса кăтартнă пекех тутлă пулать иккен. Ĕçре пулăшу пултăр тесе «Адреса опыта» рубрикăри материалсене, кооператив пухăвĕсем çинчен çырнисене, тĕрлĕ регионсенчи ĕçтешĕсен статйисене тĕплĕн вуласа пырать: аякри тата çывăхри кÿршĕсем кооператив ĕçне-хĕлне еплерех йĕркелесе тата аталантарса пынине, вĕсен мĕнле проблемăсем пуррине тата çав йывăрлăх-чăрмавсене çĕнтерсе пыма мĕнлерех çул-йĕрсем суйласа илнине пĕлни çав тери кирлĕ тата усăллă.

Кун каçипе кооператорсемпе, ял çыннисемпе нумай тĕл пулу ирттертĕмĕр. Пуринчен ытларах, вĕсем хаçатра пичетленекен хайлавсемпе кăсăкланни, уйрăммăн илсен, «Российская кооперация» хаçата юратса вулани савăнтарчĕ.

Яра кун ĕçлĕ çул çÿревре хам мĕн курни-илтнине Канаш район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова каласа патăм.

- Районти влаçпа райпо алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ тата малалла утаççĕ. Эпир – союзниксем! Акă, пĕр пĕчĕк тĕслĕх: районти «Канаш ен» хаçатра потребкоопераци пурнăçне сăнлакан хайлавсем тăтăшах кун çути кураççĕ, ытларах чухне пĕрремĕш страницăра пичетленеççĕ вĕсем. Ман шутпа, ĕçе çапла майпа йĕркелесе пыни районти потребительсен обществин ят-сумне çĕклеме пулăшать, апла-тăк, сирĕн хисеплĕ хаçата çырăнса илекенсен йышне те ÿстерет, – терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Владислав Васильевич.

Валерий Аркадьевич Павлов, Канашри райпо Совечĕн председателĕ, иккĕленмест: кирек мĕнле коллектив пуянлăхĕ вăл – ĕçе тĕплĕн пĕлекен çынсем:

– Пирĕн патăрта 597 çын ĕçлет, çав шутра 90-шĕн потребкооперацири пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 25 çултан иртет. Хамăрăн ветерансемпе наставниксене уйрăмах тав сăмахĕсем калас килет. Вĕсем хăйсен пĕтĕм пурнăçне потребительсен кооперацийĕпе çыхăнтарнă, халĕ те кооператорсен юратнă хаçатне çырăнтарассишĕн активлă ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, «Малый Цивиль» кафери аслă повар Раиса Иванова, Анат Сурăмри çăкăр пекарнин мастерĕ Надежда Никонорова пирĕн райпора хĕрĕх çул ытла вăй хураççĕ, магазин заведующийĕсем – Юлия Филиппова (Канашри «Шихраны»), Елена Михайлова (Чулкăмака ялĕ), Валентина Григорьева (Чакаç), Елизавета Алексеева (Вăрман Енĕш), Шăхасанти хуçалăх таварĕсен магазинĕн сутуçи Ангелина Николаева вăтăр çул ытла тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Вĕсене пурне те пĕтĕм чун-чĕререн тав туса çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп.

«Российская кооперация» хаçат çак ăшă сăмахсем çумне хаваспах хутшăнать.

Сергей ДВИГАНЦЕВ.

РЕДАКЦИРЕН

Канашри райпо кооператорĕсене хаçата тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватпăр, вĕсен çырăнтарăва çÿллĕ шайра йĕркелесе Раççейри потребительсен кооперацийĕн ят-сумне тивĕçлĕ хаçат тиражне ÿстерессишĕн тăвакан ырă ĕçне тата чĕнĕвне потребительсен кашни союзĕ тата обществи, çĕршыври кашни кооператив организацийĕ илтессе шанатпăр.

«Российская кооперация» 36 ", 18.09.2008 ç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика