АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛТАН ЯЛА ТĂСĂЛАТЬ ЯКА ÇУЛ, ШĂХАСАНТА ÇĔКЛЕНĔ ÇĔНĔ ШКУЛ

24 сентября 2008 г.

Вырма ĕçĕсене вĕçлесси тата çĕрпе тирпейлĕ усă курасси; кăçал юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕсене ирттерме хатĕрленесси; çул-йĕр çинче ачасем аманса сусăрланасран асăрхаттарассипе тата куçăма хăрушсăрлатассипе ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнчи задачăсем; пенсин пухăнакан пайĕн хушма страховани взносĕсем тата пенси йĕркелеме патшалăх кÿрекен пулăшу; хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе йĕркелесе ирттересси - çакăн пек анлă ыйтусем пулчĕç черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕн программинче. Ял тăрăхĕсене тухса каяс умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов райадминистрацин пайĕсемпе службисен ертÿçисемпе тата тĕп специалисчĕсемпе, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе, республикăри министерствăсемпе ведомствосен представителĕсемпе пĕрле кун йĕркинчи ыйтусене тишкерчĕ, информушкăнсен маршручĕсене палăртрĕ.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕ А.Николаев (информушкăн ертÿçи) тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Вырăскас Пикшихри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тата Шăхасанти спорт комплексĕнче тренерсемпе, физкультура учителĕсемпе курнăçса калаçрĕç.

«Раççейри ял хуçалăх центрĕ» федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕ А.Титова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров тата Раççейри Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи управленийĕн пай ертÿçи Е.Козлова Вăрăмпуçĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Вырма кăтартăвĕсене тишкерсе вĕсем çакна палăртрĕç: республикăра кăçал тырă пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах пухăнать – кашни гектартан 22,1 центнер тухать (2007 çулта – 19,4 ц). Елчĕк районĕнче вăтам тухăç 26,9 центнерпа танлашать, Вăрнар тăрăхĕнче – 26,6 ц, патăрьелсен – 25,5 ц. Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тĕш-тырă тухăçĕ пĕчĕк (17 ц).

Республикăра çĕр улми тухăçĕ те аван – гектар пуçне 203,7 центнер. Хальлĕхе ăна 3,9 пин гектар çинче пухса илнĕ (планăн 30 проценчĕ). Чи пысăк тухăç патăрьелсемпе (гектартан 260 ц) каçалсен (250 ц). Йăлăхтармăш çумăрсем хыççăн çанталăк уяртрĕ те, уй-хир ĕçсем самаях хăвăртланчĕç. Апла çитĕнтернĕ тухăç пÿлмене çухатусăр кĕрес шанчăк пысăк.

Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе (28.03.2008 ç. 68") килĕшÿллĕн усă курман 57395 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 51231 гектар çинче (планăн 89 проценчĕ) агротехника ĕçĕсем туса ирттернĕ, çав шутра 14095 гектарне çуртрисем йышăнаççĕ, кĕр тыррисене акма 37136 гектар (84 процент) çĕр хатĕрленĕ. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене сухаласа акас тĕлĕшпе йышăннă тĕллевсене Улатăр (планпа пăхнинчен 136 процент), Канаш (128), Куславкка (105), Вăрнар, Çĕрпÿ, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк (100-шер) районĕсем ăнăçлă пурнăçланă. Çав вăхăтрах Пăрачкав (44 процент), Çĕмĕрле (48), Патăрьел (56), Йĕпреç (62), Вăрмар (72), Тăвай (79) районĕсенче пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă çĕр лаптăкĕсемпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

Э.Александров районти экономикăпа социаллă пур-нăç ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Планпа палăртнă тăрăх, çерем пусса илнĕ 3277 гектара пусă çаврăнăшне кĕртмелле пулсан, пĕтĕмпе 3640 гектар çинче ака-суха ĕçĕсем тунă. Тыр-пула 13429 гектар çинче çитĕнтернĕ, кашни гектартан 21 центнер пухăнать (пĕлтĕр 18 ц пулнă). Вырмара комбайнсем çителĕксĕрри сисĕнет.

Районта çул-йĕр программи ăнăçлă пурнăçланать. Пĕлтĕр 13 яла асфальт çулпа çыхăнтарнă, кăçал тата 13 яла хытă сийлĕ çул хывнă. Çак тĕллевпе 476 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Малашне аякри пĕчĕк ялсене те Канашран çатма пек такăр çулпа автобуссем çăмăллăн ярăнса çитĕç.

Шăхасанти шкул кивĕ тата тăвăр. Кĕçех кунта 400 вĕренекене йышăнма пултаракан çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ çĕкленсе ларĕ. Кăçал унта строительство ĕçĕсем пурнăçлама 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Канаш хулипе юнашар вырнаçнă кооператив пасарĕ те çитес вăхăтра хута кайĕ. Паллă ĕнтĕ, ял çыннисем хăйсен кил хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ выльăха ниçта кайса сутма май çуккипе йÿнĕ хакпах тутарсене парса яраççĕ. Малашне вĕсем кооператив пасарĕнче выльăх-чĕрлĕх кăна мар, аш-пăш, сĕт-çу, улма çырла, пахча çимĕç сутма, çапла вара çемье бюджетне пуянлатма пултараççĕ.

Вăрăмпуç ялĕ çумĕнче кĕрхи пусă 85 гектар йышăнать. «Путь Ленина» ЯХПК председательне А.Романова симĕссĕн ешерекен калча çинче хурсем ирĕккĕн çÿрени пăшăрхантарать. «Мĕн тумалла; – пĕлместĕп. Куç умĕнчех тыр-пула çухататпăр вĕт», – тет вăл. «Пĕр вуннăшне пусса колхоз столовăйне памалла, вара хуçисем ăса кĕрĕç», – терĕç тарăхса тĕл пулăва пынисенчен хăшĕ-пĕрисем. Хуçалăхра 45 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ, çуррине ытла пухса кĕртнĕ. Ял халăхĕ уя йышлăн тухманнипе ĕç ÿсĕмлĕн каймасть.

Вăрăмпуçĕнче правлени патне пыракан çула çĕнĕрен сарнă. Çамрăксем ун тăрăх мотоциклпа çĕрĕпе çил пек вирхĕнеççĕ. Аманасси-сусăрланасси те çавăнтах. «Лежачий полицейский» хумалла пуль çул урлă, атту урама тухма хăрушă», – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Степанов. Чăнах, çивĕч ыйту ку. Кăçал 8 уйăхра республикăра çул-йĕр правилине пăснă 1118 тĕслĕх палăртнă, вĕсенчен 44,4 проценчĕ çуран çын çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Транспорт хуçисен чăрсăрлăхне пула аварисенче 5 ача пурнăçĕ татăлнă, 161 ача аманнă.

Халĕ хаçат-журнал çы-рăнтарăвĕн тапхăрĕ пырать. Районти вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсенче республикăри пичет изданийĕсене çырăнтарас ĕçе аван йĕркеленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче «чун апачĕшĕн» хыпăнни сисĕнмест. Ял ĕçченĕсем уйрăмах «Канаш ен» хаçатпа çирĕпрех туслашасса шанатпăр эпир.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика