АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЕНСИПЕ ТИВĔÇТЕРЕССИ ТАТА УЛШĂНУСЕМ

24 сентября 2008 г.

Нумаях пулмасть ЧР Журналистсен союзĕн пресс-центрĕнче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Роза Кондратьева ертсе пынипе пресс-конференци иртрĕ. Унта ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану тата Шалти ĕçсен пайĕн министерствисен, Прокуратура, Çар комиссариачĕн, федерацин Хăрушсăрлăх тата Айăплава пурнăçа кĕртекен службăсен Чăваш Енри управленийĕсен представителĕсем хутшăннă. Пресс-конференцире калаçу вăй тытăмĕнче (силовые структуры) ĕçлекенсене, патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене пенсипе тивĕçтересси çинчен калакан саккунсене кĕртнĕ улшăнусем тавра пынă.

Кăçалхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Федерацин ФЗ-156 "-лĕ «Раççей Федерацийĕнче пенсипе тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунсен хăш-пĕр актне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне алă пуснă, вăл утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çак улшăнусене йышăниччен çар пенсионерĕсем, граждан службинче вăй хураканскерсем Пенси фондне страховани взносĕ тÿленĕ. Анчах вĕсен ĕç пенсине илме ирĕк пулман. ФЗ-156 "-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн вара ĕçленĕ е халĕ те ĕçлекен çар пенсионерĕсем иккĕмĕш пенси илме пултараççĕ. Сăмах май, Пенси фондне тÿленĕ страховани взносĕн виçи вĕсен ĕç пенсийĕн виçине палăрмаллах витĕм кÿрет.

Маларах асăннă саккунпа килĕшÿллĕнех патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене ĕçленĕ çулсемшĕн (выслуга лет) тÿлекен пенсипе пĕрлех ĕç пенсийĕн страховани пайĕн тÿпине пама пуçлаççĕ. Саккун тапхăрсемпе пурнăçа кĕрет: çар çыннисене ватлăхпа паракан ĕç пенсине 2007 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, патшалăх служащийĕсен страховани пайĕн тÿпине 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен палăртаççĕ.

Асăннă тÿлевсене илес тесен çак çынсен Пенси фончĕн хăйсем пурăнакан вырăнти уйрăмĕсене кайса заявлени çырмалла:

– çар çыннисен (призывпа çар службинче тăракан салтаксемсĕр, матроссемсĕр, сержантсемпе старшинасемсĕр пуçне), РФ 4468-1 "-лĕ саккунпа (ăна 1993 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче йышăннă) килĕшÿллĕн ĕçленĕ çулсемшĕн е инвалид пулнăран пенси илекенскерсен. Ĕç пенсине арçынсен – 60, хĕрарăмсен вара 55 çула çитсен тата страховани стажĕ 5 çултан кая мар пулсан илме ирĕк пур. Асăннă стаж шутне урăх çĕрте ĕçленĕ тапхăра кĕртмеççĕ;

– федерацин, Раççей субъекчĕсен патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен, ĕçленĕ çулсемшĕн пенси илекенскерсен. Вĕсен страховани стажĕ 5 çултан кая мар пулмалла тата асăннă пенсие илме пуçланăранпа 12 уйăхран кая мар ĕçлемелле.

Чăваш Республикинче çак улшăнусемпе Çар комиссариатĕнче, ШĔМре, федерацин Хăрушсăрлăх службинче, Прокуратурăра, федерацин Айăплава пурнăçа кĕртекен службин управленийĕнче, таможньăра ĕçлесе пенсие тухнă 2,5 пин çын тата патшалăхпа муниципалитет 600 ытла служащийĕ усă курĕ.

Маларах асăннă министерствăпа ведомствăсен представителĕсем пресс-конференцире хăйсем патĕнче ĕçлесе канăва тухнă çынсем патне çак улшăнусем пирки пĕлтерсе çыру çырнине, вĕсен тĕлĕшпе справкăсем хатĕрленине (çак справкăсене Пенси фончĕн уйрăмне ярса параççĕ) каласа кăтартрĕç.

Пресс-конференцире ФЗ-146 "-лĕ саккун (ăна та кăçалхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче йышăннă) пирки те калаçрĕç. Пенсие шутланă чухне страховани взносĕпе пĕрлех страхламан тапхăрсене те шута илеççĕ, калăпăр, призывпа çар службинче пулнине, ачана 1,5 çула çитиччен пăхнине – анчах пĕтĕмĕшле виçĕ çултан ытла мар. ФЗ-146 "-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн вара страхламан ытти тапхăра та шута илеççĕ.

– 1-мĕш ушкăн инвалидне, сусăр ачана е 80 çула çитнĕ пенсионера пăхни;

– çар çыннисен мăшăрĕсем ĕçе вырнаçма май çук вырăнсенче пурăнни, анчах пĕтĕмĕшле 5 çултан ытла мар;

– консульство учрежденийĕсен тата ют çĕршыв представительствисен ĕçченĕсен мăшăрĕсем чикĕ леш енче пурăнни, анчах пĕтĕмĕшле 5 çултан ытла мар.

Асăннă саккун 2009 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çÿлерех асăннă категорири граждансен те Пенси фончĕн органĕсене кайса заявлени çырмалла, унтан тин вĕсен пенсийĕн страховани пайне çĕнĕрен шутласа парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика