24 сентября 2008 г.
Уçырма ялĕ – районти ватă тата пысăк ялсенчен пĕри. Вăл 1646 çулта пуçланса кайнă. Унтанпа пирĕн ялта нумай улшăнусем пулса иртнĕ. Ĕлĕк-авал çамрăксем улах ларнă пулсан, паянхи кун вĕсем валли ял варринче вырнаçнă икĕ хутлă клуб ятарласа ĕçлет.
«Клуб та клуб», – теççĕ хальхи çамрăксем. Мĕне пĕлтерет-ха çак сăмах; Ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсен словарĕнче çапларах ăнлантарни пур: «Клуб» сăмах – акăлчан чĕлхинчен кĕнĕ имĕш. Вăл халăх организацийĕ, тĕп тĕллевĕ – çынпа курнăçса, хутшăнса пурăнасси. Политикăпа, наукăпа, спортпа, картина ÿкерес ăсталăхпа (художество) тата ытти нумай-нумай енпе интересленекен çынсене пĕр тĕвве çыхса тăраканĕ вăл.
Уçырма клубĕн ертÿçи – 18-мĕш çул ырми-канми тăрăшса ĕçлекен Юлия Николаевна Николаева. Вăл ялта мĕн çĕнĕ клуб уçăлнăранпах унта вăй хурать. Унăн çепĕç те ăшă кăмăлĕ ял халăхне илĕртсех тăрать. Ял-йышпа пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе пурăнасси çăмăл ĕçех мар, паллах. Юлия Николаевнан ку енĕпе те çитменлĕхсем çук. Тĕлĕнсе каймалла! Ытла та маттур-çке вăл, пур çĕре те ĕлкĕрет. Ялта пулса иртекен кашни мероприятие, уява хутшăнать, вĕсене хаваспах ертсе пырать.
Ачасен çуллахи кану тапхăрĕнче те ахаль лармасть вăл. Шкулта вĕренекенсемпе пысăках мар концертсем йĕркелет, ялти чи ватă мучисемпе кинемейсене тата тин çеç пĕрлешнĕ мăшăрсене чун-чĕререн хисеплесе тĕрлĕрен парнесем парать. Юлия Николаевна çавăн пекех Уçырма ял администрацийĕ çумĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи те, «Единая Россия» партин Уçырма ял тăрăхĕнчи уйрăмне ертсе пырать. Ленин ячĕллĕ урамра пурăнакан çынсем ăна ял Канашĕн депутатне суйланă. Çуркунне çитсессĕн çав урамра пурăнакансем ялта чи малтан урама тирпей-илем кĕртме тухаççĕ. Ăна пĕлĕш-хурăнташĕсем тата пĕтĕм ял-йыш хисеплет. Вăл пурришĕн эпир савăнса тăратпăр. Пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыма пултаракан ертÿçĕне ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.