19 сентября 2008 г.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакана Турă тÿсĕм патăр. Мĕншĕн çапла калать-ха ку тетĕр-и; Хăвăрах шутласа пăхăр-ха. Фабрикăсемпе заводсенче вăй хуракансем канмалли кунсене тивĕçлипех канса ирттереççĕ пулсан, ферма ĕçченĕсем вара календарь çинчи хĕрлĕпе паллă тунă кунсене пăхмасăрах хăйсен ĕç вырăнĕсене васкаççĕ. Паян канмалли кун тенипе выльăх тутă пулмасть-çке-ха, ăна мĕн чухлĕ тимлĕх кирлĕ.
Çакна «Пинер» пĕрлĕхре тăрăшакансем те лайăх чухлаççĕ, кунсеренех фермăна килсе выльăх-чĕрлĕх тутă, ай-сарăмĕ таса та типĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Асăннă хуçалăхăн ĕне фермисенчи ĕç-пуçа Д.Андреев тĕп зоотехник йĕркелесе пырать. Вăл Çÿлти Вăрманялта çуралса ÿснĕ. Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче тăхăр çул вĕреннĕ хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ.
«Пинер» пĕрлĕхе Денис 2007 çулта килнĕ. Çамрăк специалист чылайранпа ĕçлемест пулин те тăрăшулăхĕпе тата хастарлăхĕпе палăрать. Ертÿçĕсем те унăн ĕçĕпе кăмăллă. Нумаях пулмасть вăл Белгород облаçне çитсе килчĕ, унтан 200 пуç ăратлă пушмак пăрусемпе таврăнчĕ. Пулас ĕнесене Шăхальти фермăна вырнаçтарнă. Вĕсем кунсерен пăрулласах пыраççĕ, пăрусене тытмашкăн çитес вăхăтра вите йĕркене кĕртсе хута ярасшăн.
Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те япăхах мар. «Пинерте» 81 сăвакан ĕне, 300 ытла мăйракаллă шултра выльăх. Кашни ĕне пуçне вăтамран 14 кг сĕт сăваççĕ, çакă иртнĕ çулхи кăтартуран 2,5 кг пысăкрах. Денис вара производствăри кăтартусене тата та ÿстерсе пырас тĕллевлĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк специалиста çак çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунас килет.