АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ольга ЕНДЕРОВА: "ХУРЛĂХЛĂ ЮРĂСЕНЕ КИЛĔШТЕРЕТĔП

19 сентября 2008 г.

Чăваш патшалăх филармонийĕн артистки Ольга Ендерова Маяк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕнче, И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыка факультетĕнче ăсталăхне туптанă. «Çавал» эстрада тата фольклор ушкăнĕн артисткипе çывăхрах паллашма хăйĕнпе тĕл пултăмăр.

– Ольга, кун-çула юрă-ташăпа çыхăнтарма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ-и;

– Манăн аттепе анне юрра-ташша питĕ ăста. Эпир пĕчĕк чухне (Ендеровсем тăваттăн ÿснĕ. – Авт.) каçхине пушă вăхăт тупăнсан атте купăс калатчĕ, анне вара хăйĕн илемлĕ сассипе юрă шăрантаратчĕ. Эпĕ вĕсене антăхса кайса сăнаттăм, çăвартан пăхса итлеттĕм. Е тата хĕллехи каçсенче темиçе çемье лармана пуçтарăнатчĕ. Унта пире те илсе каятчĕç. Аслисем ал ĕç тăватчĕç, калаçатчĕç, юрлатчĕç, эпир вара, ачасем, вăйă выляттăмăр. Çавăнта та аслисем юрланине итлеттĕм, вĕсен çумне пырса лараттăм. Эпĕ виçĕ-тăватă çулсенче чухнех аттене ĕçрен килсен купăс йăтса пырса тыттарнă, пĕр вĕçĕм купăс каласа юрлама ыйтнă-мĕн. Ачасем инструмента ан тытчăр тесе атте ăна çÿллĕ вырăна хунă. Пĕррехинче эпĕ ăна хам çине ÿкернĕ. Çавăнтанпа атте купăсне урайĕнчех хăварнă. Эпĕ çав самантсене ас тумастăп. Халĕ те çемьепе пуçтарăнсан аттепе анне ачалăхри кăсăклă самантсене каласа кăтартаççĕ.

Шкул çулне çитсен пире пурне те музыка шкулне янă. Тăватсăмăр та баян класĕнче вĕреннĕ, анчах эпĕ кăна пурнăçа юрă-кĕвĕпе çыхăнтартăм.

– Апла-тăк ача чухне концертсене сахал мар çÿренĕ.

– Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех класс ертÿçи концерт лартма хатĕрлентерчĕ. Çавна валли ятарласа анне кĕпе çĕлесе панăччĕ. Сиккасси шкулне куçсан хор ушкăнне, вырăс юрăпа ташă ансамбльне çÿреме пуçларăм. Шкулти уявсенче юрлаттăм, юнашар ялсене концерт лартма çÿреттĕмĕр. Сăвă вулама та юрататтăм. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Елизавета Макаровна Александрова К.В.Иванова халалланă сăвă конкурсне илсе кайнăччĕ, унта виççĕмĕш вырăн йышăнсан калама çук хытă хĕпĕртенĕччĕ. Музыка шкулĕнчен те тĕрлĕ инструмент калакансен конкурсĕсене хутшăнтаратчĕç. Вĕсенче малти вырăнсене йышăнни çунатлантаратчĕ.

– Шкулти мероприятисене йĕркелеме те хутшăннă-тăр;

– Класра эпĕ культоргчĕ, çак тивĕçе шанса панăшăн çав тери савăнаттăм. Уявсенче ятарлă программа хатĕрлеттĕмĕр. Туслăччĕ эпир, юрлаттăмăр, ташлаттăмăр.

– Музыка училищин алăкне уçма малтанах тĕллев лартнă-и;

– Çывăх тăван Шупашкарта Ф.Павлов училищи, унта фольклор уйрăмĕ пурри пирки аннене пĕлтернĕ. Вăл вара мана çавăнта кайса пăхма сĕнчĕ, «санран пулатех» терĕ.

– Училищĕре вĕренни мĕнпе асра юлнă;

– Чи малтанах хула пурнăçне хăнăхма та, вĕренме те йывăрччĕ. Килтен аякка кайса курманскере, атте-аннерен пĕр кунлăха та уйрăлманскере, 15-ри пепкене, паллах, нумай япала тĕлĕнтернĕ, шиклентернĕ, хăратнă та. Пурăна-киле çав туйăмсем сĕвĕрĕлчĕç. Училищĕре вĕреннĕ çулсенче Чулхулари халăх юрри-ташшин конкурсне, Саратоври консерваторире иртнĕ фестивале çитсе курнăччĕ. Шупашкарти 61-мĕш вăтам шкулта практика тухнă май мана юрă-ташă кружокĕ ирттерме шаннăччĕ.

– Университетра вĕреннипе пĕрлех шкулта тăрăшма та мехел çитертĕн-и;

– Вĕрентекенре вăй хума шкул çулĕсенчех ĕмĕтленеттĕм. Хамăн учительсенчен тĕслĕх илме тăрăшаттăм, çавăнпа та мана ачасемпе аппаланма пĕртте йывăр марччĕ. Пĕрремĕш çулхине «Çеçпĕл çеçкисем» ансамбле (çавăн пек ят патмăр ăна) 15 ача пуçтарăнчĕ, каярахпа виçĕ арçын ача хутшăнчĕ. Тепĕр çулхине вара ушкăнра 25-ĕн пулчĕç. Хула ачисем чăвашла калаçмастчĕç пулин те, хаваспах юрлатчĕç. «Путене» конкурса хутшăнса та палăрнăччĕ, шкул çумĕнчи стадиона уçнă чухне ЧР Президентне те кĕтсе илнĕччĕ. Ачасемпе юрлама-ташлама хăнăхнисĕр пуçне тăван чĕлхепе калаçма вĕренеттĕмĕр, шăпăрлансем уроксем хыççăн кĕтсе илетчĕç, ăсатса яратчĕç. Шел те, филармоние ĕçлеме куçнă май юратнă ачасемпе сыв пуллашма тиврĕ.

– Çĕнĕ ĕç, ахăртнех, çĕнĕ çитĕнÿсем илсе килнĕ.

– Малтанах, «Чăваш Ен» ушкăна çÿрерĕм, тăватă çул каялла «Çавала» куçрăм.

– Сирĕн ушкăна республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем çав тери килĕштереççĕ тенине илтнĕччĕ-ха.

– Çаплах пулĕ, гастрольсенче хамăр республикăра кăна мар, Хусан, Чĕмпĕр, Тюмень, Оренбург, Мускав хулисенче, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи чăваш ялĕсенче сахал мар пулнă. Пушкăртстанри Стерлитамак хулинче пин çурăллă зал лăк тулличчĕ. Тĕрĕссипе, пур хула-ялтан та ырă сăмахсемпе ăсатса яраççĕ.

– Яланлăха асра юлмалли самант вун-вун ĕнтĕ.

– Пĕлтĕр Чулхулара Надежда Бабкинăпа пĕрле сцена çине тухни, ун умĕн Бельгири фольклор фестивальне хутшăнни, паллах, ырă туйăмсем вăратать. Бельгири пĕр хулара сцена çине тухас умĕн эпир çухалсах кайнăччĕ. Кашнине микрофон пачĕç, паха, çĕнĕ йышши аппаратурăпа тивĕçтерчĕç. Эпир кун пек пысăк шайри инструментсене курманскерсем юрлама-ташлама тухма та шиклентĕмĕр. Кайран Бельги çыннисем чăваш ташши ташлама вĕрентме ыйтрĕç.

– Концертсем хыççăн тав тума е тата каччăсем паллашас шухăшпа сан патна пыни пулнах-тăр.

– Пытармастăп, ун пекки пĕрре кăна пулман. Йĕпреç районĕнче пĕр концерт хыççăн сцена хыçне амăшĕпе 4-5 çулсенчи хĕрĕ пычĕç. Амăшĕ: «Чечеке кама парасшăн;» – тенипе çаврăнтăм та хĕр пĕрчи ман пата чупса пырса калла чечекĕсен çыххине тыттарчĕ, «тавах» терĕ. Мускавра та, ытти хулара та паллашас текен йĕкĕтсем пулнă, Хусанта концерт хыççăн паллашнă каччăпа икĕ çул ĕнтĕ çыхăну тытатăп.

– Ытларах мĕнле юрăсем килĕштеретĕн;

– Чăваш халăхĕн хурлăхлă юррисем кăмăла каяççĕ, чи юратни – «Улăха тухсан». Вĕсенче тăван халăх шăпи, терт-нуши сăнланнă, тарăн шухăшлăскерсем пурăнма, ырра усалтан уйăрма вĕрентеççĕ, вĕçĕ- хĕррисĕр шухăшсен авăрне путараççĕ, ахаль, ним çинчен каламан йĕркесем çук халăх юррисенче, кашни сăмахĕ вырăнлă, тарăн пĕлтерĕшлĕ.

– Пушă вăхăт та çук ахăр.

– Тупатăп. Чун ыйтнипе ял йăли-йĕркин театрне çÿретĕп, унта мана вĕреннĕ чухнех Ирина Яковлева педагог илсе кайнăччĕ. Валерий Степанов ертсе пыракан театрта Хĕр сăри, Ниме тата тăван халăхăн ытти уявне лартатпăр, гастрольсене каятпăр.

– «Нарспи» мюзикла та хутшăннăччĕ вĕт эсĕ;

– Çапла, масăллă сценăсенче юрлатăп.

– Çынра, ĕçтешсенче мĕне хаклатăн;

– Çынна хисеплеме, тав тума, тивĕçлипе хаклама пĕлекенсене хисеплетĕп. Ĕçтешсенче ăнланма пултарнине, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнтăлнине пысăк хак паратăп. Пирĕн ушкăн туслă, çавăнпа та мана нимĕнле кăлтăксем те чăрмав кÿмеççĕ.

– Ĕмĕтсем...

– Вĕсем капашсăр пысăк, анчах умри тĕллевсене пĕлтермĕп, пурнăçланаймасран шикленетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика