19 сентября 2008 г.
Вăрман – çут çанталăкăн чи пысăк пуянлăхĕсенчен пĕри. Вăл пире ăшăтать, кăмпа çырлапа хăналать. Ял çыннишĕн хăйĕн пуянлăхне пĕртте шеллемест. Ÿркенмесен çу каçипе вăрманта хĕле валли мĕн кăна янтăлама çук-ши: вутă-шанкă, выльăх апачĕ, чей курăкĕ хатĕрле, çырла кăмпа пуçтар. Вăрман хăйĕн уçă сывлăшĕпе чуна канăçлăх кÿрет. Вăл та этем пекех чунлă. Çут çанталăкăн кашни тапхăрĕнчех тумне улăштарать. Вăхăтĕнче çамрăк пулать, каярахпа ватăлать. Вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансем çак уйрăмлăхсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ.
Канаш вăрман хуçалăхне 1927 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Иртнĕ çул асăннă вăрман хуçалăхĕн сакăрвунă çулхи юбилейĕ пулнă. Кăçал кунта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вăрмансем çинчен калакан çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн пирĕн районти вăрман хуçалăхĕ çумне Тăвайĕнчи вăрман хуçалăхĕ пĕрлешрĕ. Вăрман хуçалăхĕсене пĕрлештернĕ май Тăвай районĕнче Канашăн участокри çĕнĕ лесничестви йĕркеленчĕ. Çак лесничествăри ĕçсене йĕркелесе пыма унччен маларах Тăвайĕнчи вăрман хуçалăхне ертсе пынă Анатолий Кайсарова шаннă. Анатолий Егорович аслă пĕлÿллĕ специалист, унăн лесничестви 11028 гектар çинче вырнаçнă. Пĕрлештернĕ вăрман хуçалăхĕн ытти лаптăкне пирĕн районти лесничествăсене уйăрса панă. Тăвайĕнчи лесничествăра питомник ĕçлет, унта йывăçсен 13 тĕсне акса çитĕнтерессипе тимлеççĕ. Кăçал Тăвайĕнче çавăн пекех килес çул делянкăсем касмашкăн вăрмансене пăхса хатĕрлесе хăварнă.
Çĕр çинче вăхăт иртнĕ çемĕн йăлтах хăйĕн вырăнне каялла çаврăнса килет теççĕ. 15 çул каялла Тăвайĕнчи вăрмансем те Канаш вăрман хуçалăхнех кĕнĕ пулнă, самани тата саккунсем улшăнса пынă май çĕнĕ вăрман хуçалăхне уйрăлса тухнă. Çĕнĕлсе йĕркеленнĕ вăрман хуçалăхне виçĕ çул ытла Д.Юнусов (ÿкерчĕкре) ертсе пырать. Канаш вăрман хуçалăхĕ çавăн пекех тата виçĕ: Канаш, Сиккасси тата Шăхран лесничествисене пĕрлештерсе тăрать. Вĕсене ăста специалистсем – Анатолий Рипанов, Николай Мурашкин тата Юрий Волков – ертсе пыраççĕ. Пурте вĕсем Мари Эл Республикинчи политехника институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Вăрмансен лаптăкĕ Канаш тăрăхĕнче халĕ икĕ хут ÿсрĕ, енчен те унччен çак кăтарту 18717 гектар пулнă пулса, паянхи кун 38675 гектарпа танлашать. Вăрмана çĕнетес, унпа усă курас тата ăна сыхлас енĕпе вырăнти ертÿçĕсем тухăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра «Чăваш Ен юманлăхĕсем» программа та ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать.
Вăрман ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн вырăнти вăрман хуçалăхĕн лесничийĕсемпе курса калаçма тÿр килчĕ. Н.Мурашкин пĕлтернĕ тăрăх (професси уявĕнче ăна Раççейри вăрман хуçалăхĕн федераллă агенствин Хисеп грамотине парса чыслĕç) Сиккасси лесничестви кăçалхи сакăр уйăхра 20-30 çулсем хушши ÿснĕ вăрмана малалла çитĕнме чăрмантаракан йывăçсенчен 1250 кубла метр хатĕр продукци касса хатĕрленĕ. Кăçал çуркунне вĕсем 15 га çинче йывăç лартса хăварнă, тĕрлĕ çулсенче лартнă çамрăк хунавсене ирĕккĕн ÿсме условисем туса парас тĕллевпе 140 гектар çинче тасатса сайратнă. Çавăн пекех вăрмансене вут-кăвартан сыхлас енĕпе 25 км тăршшĕ пушар хăрушсăрлăх минтăрăхĕсем туса хăварнă, 2 километр тăршшĕ çĕннисем хывнă. Профилактика çине пысăк тимлĕх уйăрнине кура юлашки вунă çулта пирĕн тăрăхра вăрмансенче вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем пулман. Вăрман хуçалăх ĕçченĕсем çынсене çут çанталăкра йĕркеллĕ канма условисем пулччăр тесе те нумай тăрăшаççĕ. Çулсеренех юхăнса кайнă беседкăсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Анчах чылай чухне çынсем хăйсемшĕн тăрăшнине ăнланманни сисĕнет. Илемлĕ беседкăсенче пушă вăхăта канлĕ ирттерме меллĕ, паллах, анчах та канакансенчен чылайăшĕ "кăмăлĕсем тулнă" хыççăн картасене ватса-çĕмĕрсе хăвараççĕ. Тата мĕн чухлĕ çÿп-çап юлать вĕсем хыççăн, – пăшăрханса пĕлтереççĕ вăрман ĕçченĕсем.
Канаш вăрман хуçалăхĕн Сиккасси лесничествин питомникĕнче çулсерен юман, чăрăш, хурăн, хыр тата ытти йывăç хунавĕсем те чылай акса çитĕнтереççĕ. Унти тăрăшуллă ĕçченсем питомникри пур ĕçе те вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçласа пынине палăртмалла. Лесничествăра лиственницăсен элитлă сортне кăларассипе те тимлеççĕ. Çак тĕллевпе асăннă йывăçа вунă гектар çинче лартса плантаци тунă. Ку тĕллевлĕ тата яваплă ĕçе пурнăçа кĕртме Чăваш Енри пилĕк вăрман хуçалăхĕнчен хунавсем кÿрсе килнĕ пулнă. Халĕ йывăçсене сыпнă, хăш-пĕр лиственницăсем çинче йĕкелсем çитĕнме те тытăннă, тепрер çултан вара вĕсем пурте тухăç пама тытăнас шанăç пур. Хальлĕхе çакăн евĕр плантаци Атăлçи тăрăхĕпе илсен Сиккасси лесничествинче кăна, ăна Мари Эл Республикинчи политехника институчĕн (халĕ техника университечĕ) ятарлă проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Кÿршĕ республикăри аслă вĕрентÿ учрежденийĕн преподавателĕсемпе вырăнти ертÿçĕсем тата лесничествăра тăрăшакансем тачă çыхăнура ĕçлесе пыраççĕ.
А.Рипановпа Ю.Волковăн лесничествисене кĕрекен вăрмансен лаптăкĕсем сакăршар пин ытла гектар йышăнаççĕ. Кăçал Канаш тата Шăхран лесничествисенче пилĕкшер гектар çинче çĕнĕ хунавсем лартса хăварнă. Хунавсем çитĕнекен лаптăксене планпа пăхса тухса çирĕплетнĕ чухлĕ тасатса тирпейленĕ. Лесничествăсен тĕрлĕрен йывăçсен вăррисене пуçтарса хатĕрлессипе те кăтартусем аван. Кун пек çитĕнÿсемпе професси уявне кĕтсе илме те меллĕ.