17 сентября 2008 г.
Иртнĕ эрнере, авăн уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче, Канаш тăрăхĕнче «Российская кооперация» хаçат редакцийĕн реклама проекчĕсен ертÿçи, «Деловой вестник РК» журнал редакторĕ Сергей Двиганцев командировкăра пулчĕ. Сергей Львович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа, Канашри райпо Совечĕн председателĕпе Валерий Павловпа, районти потребительсен обществин хастар пайщикĕсемпе, хулари почтамтра ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ, Пайкилтри куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинăн, Шăхасанти универсамăн, «Колос» кафен, хатĕрлев кантурĕн, пулă тăварлакан-тĕтĕмлекен цехăн ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна çитсе паллашрĕ, Канаш хулинче «Аш-какай лавккине» савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕ. Паллах, райпо тытăмне кĕрекен предприятисенче хăй курни-илтнине Мускав журналисчĕ Раççей кооператорĕсен тĕп хаçатĕнче анлăн çырса кăтартĕ.
Канашри райпо çĕршыв тĕп хулинчи журналиста инçе çула кăларма мĕнпе палăрнă-ха; Пирĕн районти кооператорсем «Российская кооперация» хаçата чи йышлăн çырăнса вулакансем иккен. Тĕслĕхрен, кăçалхи иккĕмĕш çур çулта ăна 500 пайщик илсе тăрать. Çакăн пек кăтарту вара Раççейре урăх нихăш районта та çук. «Эсир – пирĕн рекордсменсем», – тулли кăмăлпа палăртрĕ Сергей Львович. Унăн ĕçлĕ «çул çÿревĕпе» 2-мĕш страницăри материала вуласа тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.