АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "РОССИЙСКАЯ КООПЕРАЦИЯ" ХАÇАТ ТУСĔСЕМ КАНАШ ЕНРЕ ЙЫШЛĂРАХ

17 сентября 2008 г.

Пирĕн района Мускавран журналистсем час-часах килсе çÿремеççĕ, çавăнпа «Российская кооперация» хаçат редакцийĕн реклама проекчĕсен ертÿçи, «Деловой вестник РК» журнал редакторĕ Сергей Двиганцев Канаш тăрăхне килсе кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланни райпо историйĕнче хăйне евĕр событи пулса юлчĕ-тĕр. Вулакансемпе унпа паллаштарар-ха: Сергей Львович 1974 çултанпа журналистикăра, Тĕп телевиденире «Время» передача валли хыпарсем хатĕрленĕ, «Известия» хаçатра чылай çул ĕçленĕ, халĕ «Российская кооперация» хаçатра реклама проекчĕсем хатĕрлет. Пуйăс çинчен ăна райпо Совечĕн председателĕ Валерий Павлов, райпо правленийĕн председателĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ Зоя Владимирова, потребкоопераци ветеранĕ Иван Алешкин кĕтсе илчĕç.

«Российская кооперация» хаçатăн кун-çулĕ вăрăмах мар – унăн пĕрремĕш номерĕ 1997 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче пичетленсе тухнă. Анчах та çак тапхăрта вулакан патне çитнĕ 550 ытла номерĕнче кун çути курнă материалсене пĕр çыхха пухсан нумай томлă ĕç пулать – потребкоопераци, унăн тумхахлă çул-йĕрĕпе ÿсĕмлĕ аталанăвĕ çинчен çырнă хайлавсен сулмаклă пуххи. Паллах, унта тĕп вырăнта – ял çыннисем, вĕсен шăпи, мĕншĕн тесен хресчен пурнăçĕ потребкоопераципе уйрăлми тачă çыхăннă. «Российская кооперация» хаçат пирвайхи номертенех «Кооперацисĕр ял çук, хаçатсăр коопераци çук» девизпа потребительсен канашĕсемпе тата обществисемпе пĕрле çак çул-йĕрпе малалла шанчăклăн утăмлать. Çак шухăша палăртрĕ Сергей Двиганцев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа тĕл пулсан. «Эпир ертÿçĕсемпе специалистсем валли хаçат çумĕнче «Деловой вестник «Российской кооперации» журнал йĕркелерĕмĕр. Ăна официаллă материалсен бюллетенĕнчен ĕçлĕ журнал шайне çитертĕмĕр», – терĕ вăл.

Владислав Софронов райпо район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçленине, район экономикине аталантарма пысăк тÿпе хывнине, ялсенчи сутуçăсем те, общество апатланăвĕпе хатĕрлев тытăмĕнче тăрăшакансем те рынок условийĕсенче ÿсĕмлĕ ĕçлеме вĕренсе çитнине палăртрĕ. Акă, кăçал пĕрремĕш çур çулта районти кооператорсем Чăвашпотребсоюз ирттерекен республика конкурсĕнче халăхран аш-какай туянассипе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Унтан Мускав журналисчĕ Пайкилт ялĕнчи магазин ĕç-хĕлне тишкерчĕ. Кунта пĕр тăвансем – Любовь Алексеевапа Надежда Семенова сутуçăсем ĕçлеççĕ. Любовь Ивановна 1988 çулта совет суту-илĕвĕн Чулхулари техникумĕнче товароведа вĕренсе тухнă, çирĕммĕш çул – магазин заведующийĕ. Надежда Ивановна сутуçă ĕçне аппăшĕнчен вĕреннĕ, Шупашкарти кулинари училищинче повар профессине алла илнĕ, райпо тытăмĕнче 1989 çултанпа вăй хурать. Вĕсем ял çыннисене таварпа тивĕçтерес калăпăша ÿстерсе, халăха пулăшу кÿрес енĕпе тăрăшса ырă ят çĕнсе илнĕ. Ĕçри хĕрÿлĕхе кăçал та чакармаççĕ. Сакăр уйăхра, акă, 1,5 миллион тенкĕлĕх ытла тавар сутнă. Халăхран ял хуçалăх продукцине йышăнассипе те хытă тимлеме тивет сутуçăсене. Ялта ĕне усракансем сĕте лавккана леçсе параççĕ те çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Сăмах май, сĕт пухассипе ĕç-пуç кăçал та аван пырать. Çĕршыври коопераци тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма магазинта «Российская кооперация» хаçат çырăннă. Ăна магазина пыракан кашни çын уçса вулама пултарать.

Кунтах Пайкилтри вăтам шкул директорĕпе Владислав Ильинпа калаçу пуçартăмăр. «Пирĕн шкултан вĕренсе тухакансен шутĕнче кооператив институтне вĕренме кĕрекенсем сахал мар, – палăртрĕ Владислав Гаврилович. – Тĕслĕхрен, Светлана Семеновапа Марина Алексеева райпо направленийĕпе Шупашкарта вĕренеççĕ».

Шăхасанти универмаг умĕнче Евгений Аверкиевпа паллашрăмăр. Вăл Шупашкарти кооператив институтĕнчен «финанспа кредит» специальноçа вĕренсе тухнă иккен. «Бухгалтери маншăн пĕртте кăткăс мар, «цифрăсен тĕнчине» çăмăллăнах «парăнтаратăп». Анчах чунăм вăр-вартарах ĕç ыйтать, мана менеджмент ытларах килĕшет», – тет каччă. Мĕнех, кооператив институтĕнче илнĕ çирĕп пĕлÿ ăна ĕмĕте пурнăçлама пулăшĕ.

Ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕлелле çитрĕмĕр те универмага, çавăнпах-тăр халăх йышлă кунта. Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнчен тавара ăна туянакан хăй тĕллĕн суйласа илмелли (самообслуживани) йĕркипе ĕçлеме пуçларĕ, çакăн хыççăн тавар çаврăнăшĕ чылай ÿснине палăртаççĕ сутуçăсем. «Уйăхне 800 пин тенкĕлĕх ытла сутатпăр», – терĕ Альбина Александрова, сутуçăра чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлекенскер. Пайщиксен кĕтесĕнче Роза Кошкина «Российская кооперация» хаçатăн çĕнĕ номерĕпе паллашать. Сергей Двиганцев журналист çийĕнчех унран интервью илме васкарĕ. Роза Ивановна хаçата тĕрлĕ хыпарсемпе пуян пулнăран килĕштернине пĕлтерчĕ.

Çуллахи ăшă кунсем – сиплĕ ÿсен-тăран пухмалли чи лайăх вăхăтсем - иртсе кайрĕç, йывăç-курăк сарăхма пуçларĕ, апла пулин те хатĕрлев кантурĕнче ĕçсен хĕрÿлĕхĕ чакмасть. Эпир пынă чухне хатĕрлевçĕсем пилеше тасатса тирпейлетчĕç.

– Халĕ хĕрлĕ пилеш, шăлан çырли, хупах тымарĕ йышăнатпăр. «Симĕс аптека» тусĕсенчен Шуркасси вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Олеся Игнатьевана, Канашри 1-мĕш шкулта виççĕмĕш класра пĕлÿ пухакан Данил Игнатьева палăртас килет. Ачасем пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсни савăнтарать. Каникул вăхăтĕнче ашшĕ-амăшне пулăшнипе пĕрлех вĕсем тăван тавралăх пуянлăхĕпе паллашаççĕ. Ара, эпир вăтăр-хĕрĕх тĕрлĕ эмел курăкĕ пухатпăр вĕт, – каласа парать Алевтина Игнатьева хатĕрлевçĕ. Çак канăçсăр ĕçре вăл шăпах çирĕм çул вăй хурать.

Пулă цехĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пире Зинаида Арсентьева мастер паллаштарчĕ.

– Райпо тытăмĕнче эпĕ çиччĕмĕш çул, малтан кăлпасси цехĕнче ĕçлерĕм, – тет Зинаида Васильевна. – Селедка, скумбри, килька тăварлатпăр тата тĕтĕмлетпĕр. Пĕтĕмпе 34 тонна тăварларăмăр, 8 тонна ытла тĕтĕмлелесе тутлантартăмăр. Çак продукцие хамăр райпо магазинĕсене ăсатрăмăр. Ял çыннисем эпир тирпейленĕ пулла ялан юратса туянаççĕ.

Ĕçлĕ «çул-çÿревре» райпо Совечĕн председателĕ Валерий Павлов Мускавран килнĕ хăнана унпа пĕрле çитсе курнă кашни предприятин экономикăри ÿсĕм-кăтартăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Районти потребобщество умĕнчи йывăрлăх-чăрмавсене те асăнса хăварчĕ.

2008 çулхи иккĕмĕш çур çуллăхра «Российская кооперация» хаçата Канашри райпора 500 пайщик çырăнса илнĕ, 2009 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха ăна хальлĕхе 475 çын çырăнма кăмăл тунă. Сергей Двиганцев журналист Раççейри Центросоюзăн тĕп хаçачĕ Канаш кооператорĕсене мĕнле рубрикăсемпе тата статьясемпе килĕшнипе кăсăкланчĕ – çĕршыври райпосем хушшинче чи пысăк тираж вĕт, апла-тăк хаçат канашсене чăннипех килĕшет! Хаçат çырăнтарас ĕçе райпо правленийĕн председателĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ Зоя Владимирова йĕркелесе пырать, çавăнпа ăна малтан сăмах парар.

– Хамăр ума çăмăл мар плансемпе задачăсем лартнă эпир. Палăртнă тĕллевсем патне шанчăклăн утăмлатпăр. «Российская кооперация» хаçата пурте юратса вулатпăр. Эпĕ «Будни кооперации» рубрикăпа тухакан страницăри материалсене интересленсе вулатăп. Хаçат унта тĕрлĕ республикăсенчи, крайсемпе облаçсенчи кооператорсен паха опытне анлăн çутатать. «Дамский клуб» страница пуринчен те ытларах килĕшет, – терĕ Зоя Борисовна.

– «Российская кооперация» хаçат Раççейри мĕн пур кооператорсен пичет тĕп органĕ пулса тăрать, çавăнпах-тăр вулакана тыткăнлакан тĕрлĕ жанрпа сюжетлă статьясем унта питĕ нумай: çĕршыв пурнăçне сăнлакан кĕске хыпарсем, тĕнчери лару-тăрăва тишкерни, потребительсен кооперацийĕн пархатарлă ĕçĕпе паллаштарни, «Подворье», «Слово пастыря», «GAUDEAMUS» страницăсем... Хаçат «Адреса опыта», «Будни кооперации» рубрикăсене хитре парать, вăл интереслĕрех тухма пуçларĕ. Пирĕн пурнăç пĕртте тикĕс мар, çавăнпа та критикăллă материалсене те курас килет. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ чиновниксем вулакансен ыйтăвĕсем çине панă хуравсем те интереслĕ пулма кирлĕ, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ райпо Совечĕн председателĕнче 11 çул ĕçленĕ Иван Петрович Алешкин.

– Эсир кооператив ĕçне-хĕлне питĕ тĕплĕ пĕлетĕр. Сире ытларах мĕн хумхантарать; – çапла ыйту пачĕ Сергей Двиганцев Ачча ялĕнче пурăнакан хастар пайщика Владимир Мясникова.

– Сирĕн хаçат мана килĕшет. Чи савăнтараканни – Чăвашпотребсоюз çинчен çырнă статьясем час-часах пичетленни. Чăваш кооператорĕсем çинчен Раççей шайĕнче вулама питех те кăмăллă, – терĕ Владимир Дмитриевич, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. – Чылай çул хушши ялсенче потребкоопераци монополист пулнăччĕ, халĕ унăн конкуренци питĕ çивĕчленчĕ. Райпо магазинне хирĕçех коммерсантсем хăйсен лавккисене хăпартса лартаççĕ. Ара, унта çити асфальт сарнă çул пырать-ха та. Мĕншĕн частниксен, калăпăр, ял вĕçĕнчи урамра магазин уçас мар – ватăсемшĕн меллĕ пулĕччĕ. Çук çав, вĕсен тĕллевĕ ватăсене пулăшасси мар, ытларах укçа тăвасси. Пирĕн Ачча ялĕнче райпон апат-çимĕç магазинĕ пур. Эпĕ унта çÿреме хăнăхнă. Райпо пекарнинче пĕçернĕ çăкăр пахалăхĕ лайăхрах. Частник таçти складран турттарса килет – пĕлме çук. Строительство материалĕсем кÿрсе килессипе те ĕçлемест вăл. Кооператив магазинĕсенче вара заявка тăрăх тĕрлĕ вак-тĕвек таранах туянма пулать. Пирĕн ялти сутуçă Люда Федотова тавар туянакансемпе ялан çепĕç те кăмăллă калаçать.

Райпо Совечĕн председателĕ пулма Валерий Аркадьевич Павлова суйланă хыççăн ырă улшăнусем тÿрех куçа курăнма пуçларĕç. Вăл строительство ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ялсенче нумай магазин тĕплĕн юсанса çĕнелчĕ. Çавăнпах ăна «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕç. Ветерансемпе те питĕ тимлĕ вăл. Акă, пирĕн ялти Кулаевсем, арăмĕпе упăшки, нумай çул магазинта тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Потребкоопераци ветеранĕсем çулсерен Чăвашпотребсоюз санаторийĕнче канаççĕ, унта пулни çинчен хавхаланса каласа параççĕ.

Районти потребительсен обществин ырă ĕçĕсем çинчен нумай калама пулать. Кĕçех вĕсем çинчен «Российская кооперация» хаçатра вуласа çĕршывăн ытти регионĕсенчи кооператорсем те паллашĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика