12 сентября 2008 г.
Кăçал ака уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен республикăра профилактика тĕлĕшĕпе «Автобус» операцин пĕрремĕш тапхăрне туса ирттернĕ пулнă. Операци пынă вăхăтра автобус водителĕсен айăпĕпе ДТП пулса иртнине пуçласа шута илмен, çакă палăртнă мероприяти пĕлтерĕшлĕ пулнине тÿрремĕнех çирĕплетет. Палăртнă тапхăрта автобус водителĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăснă 666 тĕслĕхе шута илнĕ. Вăл шутран икĕ водитель руль умне «хаяррине» сыпса ларнине, пĕр шофер пассажирсене турттарма ирĕк паракан ятарлă категорисĕрех çула тухнине тупса палăртнă. Автобус водителĕсенчен ытларахăшĕ (95,4 проц.) йĕркене лицензиллĕ автотранспорт рулĕ умне ларса пăснă (636 факт). Çакăн пек водительсенчен автотранспортпа çула тухма ирĕк паракан удостоверенисене вăхăтлăха туртса илмешкĕн суда икĕ материал тăратнă.
Операци вăхăтĕнче 2243 автобуса тĕрĕсленĕ, ку çакăн йышши автотранспортăн 30 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен 88-шĕ юсавсăр пулнине, 18-шĕ техтĕрĕслев тухманнине, 3-шĕ хăйсен ирĕкĕпе йĕркене пăсса автобус конструкцине улăштарнине тупса палăртнă. Тĕрĕслевсем хыççăн 46 автобуса çÿретме чарнă, 18-ăшăнне юсавсăр пулнишĕн тата вăхăтра техтĕрĕслев тухманшăн регистраци знакĕсене хывса илнĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕсенче планпа палăртнă 39 тата планпа палăртман 39 тĕрĕслев йĕркелесе ирттернĕ. Çавăн пекех автобуссене лини çине тухас умĕн те чарса тĕрĕсленĕ, 93 тĕрĕслевре пассажирсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермен 59 çитменлĕх тупса палăртнă. 41 тĕслĕхре автобуссем пачах та юсавсăр пулнă. Çак çитменлĕхсене шута илсе автотранспорт предприятийĕсен ертÿçисене 59 предписани ярса панă. Маларах çитерсе панă предписанисем тăрăх 27 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Должноçра тăракан 21 çынна административлă майпа явап тыттарнă, Патшалăх автоинспекцийĕн предписанийĕ çине тимлĕх уйăрманшăн пĕр материала суда янă.
Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăра автобус водителĕсен айăпĕпе 23 ДТП шута илнĕ, вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 26-шĕ аманнă. Иртнĕ çулти çак тапхăрпа танлаштарсан кăçал инкексен тата аманнисен шучĕ çуррине яхăн чакнă.
Кăçал сакăр уйăхра автобус водителĕсем 4 инкек тунă, иртнĕ çулта – 3. Профилактика тĕлĕшĕпе авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен «Автобус» операцин иккĕмĕш тапхăрне йĕркелесе ирттерме палăртнă.