АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИН ЯТАРЛĂ ПЛАНПА ĔÇЛЕМЕЛЛЕ

12 сентября 2008 г.

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче черетлĕ канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем, администрацин пай пуçлăхĕсемпе секторсен заведующийĕсем, республикăннипе федераллă службăсен ертÿçисем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва яланхиллех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе пычĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ, пуçтарăннисене уй-хир ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене районта 11048 гектар çинче 23 пин тонна ытла пуçтарса кĕртнĕ, ку – планăн 82 проценчĕ. Тухăç кашни гектар пуçне вăтамран 21,4 центнерпа танлашнă. «Ямашевская» агрофирма (гектартан 28 центнер илнĕ), «Хучель» (26,1 центнер), «Пинер» пĕрлĕхсем (23,6 ц), «Мотор» агрофирма (28 ц) тата «Флора-дизайн» пĕрлĕх (31,3 ц) тĕш тырăран пысăк тухăç туса илме пултарнă. Паянхи куна «Ямашевская», «Мотор» агрофирмăсем, «Цивиль» колхоз, «Весна», «Восход», «Маяк», «Дружба», «Вперед» пĕрлĕхсемпе тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем тырăсене пуçтарса кĕртсе пÿлмесене хунă. Çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарнипе пĕрлех районти 22 хуçалăх кĕрхи культурăсене акма тытăннă. «Путь Ленина», Крупская ячĕллĕ тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсем çĕр улми пуçтарма тухнă.

Чăваш Республикин Президенчĕн Чăваш Енре автомобиль сечĕсене кĕске вăхăтра хурса тухмалли ятарлă Указĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – райадминистрацин социаллă аталану пайĕн ертÿçи В.Степанов чарăнса тăчĕ. Владимир Николаевич çавăн пекех ял тăрăхĕсем хушшинчи çулсене проект тăвасси, социаллă сферăри объектсене юсаса йĕркене кĕртме тата газификацилеме уйăрса панă укçа-тенкĕпе еплерех усă курни çинчен те каласа пачĕ.

«Йывăç ларт тата ăна упра» ятпа районта йывăç кунĕ иртесси çинчен администрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Чернов пĕлтерчĕ. Валерий Анатольевич Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа ялсенче çĕнĕ парксемпе садсем йĕркелемелли тата çырмасемпе юхан- шывсен хĕррисемпе тĕм-йывăçсем лартса тухмалли çинче чарăнса тăчĕ. «Йывăçсене тĕлли паллисĕр лартма кирлĕ мар, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе туса ирттермешкĕн кашни ял тăрăхĕнех ятарлă проект пулмалла. Унсăрăн тĕрлĕ коммуникаци сечĕсем иртсе каякан вырăнсенче çитес вăхăтра çитĕннĕ йывăçсене касса тăкма тивĕ. Автомобиль çулĕсен хĕррисенче те хунавсене тĕплĕн шута илсе лартмалла, унсăрăн хĕл кунĕсенче вĕсене юр хÿсе кайма пултарĕ. Ялсенче шутланса тăракан скверсемпе парксене тасатса йĕркене кĕртмелле, çак ĕçе туса ирттернĕ çĕре ял халăхне, ĕç коллективĕсене, шкул ачисемпе студентсене явăçтармалла» - палăртрĕ вăл.

Иртнĕ сакăр уйăхра районти профилактика Канашĕ 118 лару йĕркеленĕ, 372 рейд тунă. Рейдсем вăхăтĕнче 8397 хуçалăха кĕрсе тĕрĕсленĕ, профилактика мероприятийĕн ĕçне вырăнти депутатсем, социаллă сфера представителĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем тата пушар хуралĕн инспекторĕсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăннă. Рейдсем вăхăтĕнче йĕркесĕр – 349, нумай ачаллă – 436, ачисем çулталăка çитмен – 308, тулли мар 451 çемьене çитсе килнĕ. Çавăн пекех инвалид ачасем, ветерансем, судпа айăпланнă, ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнакан тата психика тĕлĕшĕнчен аптăракан çынсем патĕнче те пулнă.

Планерка вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕсене тирпей илем кĕртмелли тата нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитермелли ятарлă плансене йĕркене кĕртсе çитермелли ыйтăва çивĕччĕн хускатрĕ, вĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика