АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МИНИСТР ВЫРМА ĔÇĔСЕМПЕ ПАЛЛАШНĂ

10 сентября 2008 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата «Пинер» пĕрлĕхре тăрăшакансем Шупашкар хăнисене Энтрияль ял администрацийĕн тăрăхне кĕрекен Матькасси ялĕ çывăхĕнчи уйра кĕтсе илчĕç. Асăннă хуçалăх тĕш тырă туса илессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе районта тухăçлăн ĕçлесе пырать. Çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртессипе те хастар тимлет.

Паянхи куна «пинерсем» тĕш тырра пин ытла гектар çинче 2800 тонна ытла пуçтарса кĕртнĕ, тухăçĕ кашни гектар пуçне 25 ытла центнерпа танлашнă. «Пинер» пĕрлĕхре çавăн пекех рапс та çитĕнтереççĕ, çак культурăна 70 тонна пуçтарса илнĕ. Ĕç хăвăртлăхĕ çине кунта çĕнĕ йышши комбайнсем пысăк витĕм кÿреççĕ. «Ял хуçалăхне аталантарас тата унтан илекен тупăша ÿстерсе пырас тĕллевпе производство потенциалне çĕнетсе пырасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, çакна шута илсе çĕнĕ технологисем çине куçма, ял хуçалăх çĕрĕсене оборота кĕртме тăрăшатпăр. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни пирĕн районăн агропромышленность комплексне тата хушма миллионсем илсе килчĕ», – палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов.

Районта ырă улшăнусем палăраççĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев «Пинер» пĕрлĕх рапс çитĕнтерессипе республикăра тухăçлă ĕçлесе пыракан пĕртен-пĕр хуçалăх пулнине палăртрĕ. «Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхра ĕçлес туртăм та пысăк, кунта вара йăлтах кирлĕ шайра йĕркеленĕ. Уй-хирте çĕнĕ йышши комбайнсем ĕçлени ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене малашлăхра çутă шанăç кÿрет», – терĕ министр.

Тĕл пулу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хамăр тăрăхри вырма ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. «Чун савăнать», – савăнăçне пытармасăр пĕлтерчĕ М.Игнатьев министр рапсăн «ылтăн» тĕслĕ уйĕ çине пăхса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика